Хальхи вăхăтра 500-е яхăн хастар журналиста пĕрлештерсе тăракан Чăваш Республикинчи Журналистсен союзне йĕркеленĕренпе 95 çул тулчĕ.
Пысăк вăй пулса тăракан çак творчество ушкăнĕнчи çынсем хальхи вăхăтра республика шайĕнче, районсенче тухса тăракан изданисенче, телевиденипе радио компанийĕсенче тăрăшаççĕ.
1992 çултанпа Чăваш Республикинчи Журналистсен союзне пирĕн ентеш — Яманчÿрел ялĕнче çуралса ÿснĕ Валерий Комиссаров ăнăçлă ертсе пырать. Унăн пуçарăвĕпе хальхи вăхăтра пархатарлă нумай ĕç пурнăçланать: информаци хатĕрĕсен историне, вĕсен хальхи вăхăтри аталанăвне тĕпчеççĕ. «Журналисты Чувашии» /2005 ç./, «Городские и районные газеты» /2007 ç./, «Говорят и показывают Чебоксары» /2008 ç./, «Энциклопедия чувашской журналистики и печати» /2014 ç./ кĕнекесене кун çути кăтартма пултарни те капашсăр пысăк ĕç шутланать. Журналистсен союзĕн малашлăх тĕллевĕсем те пысăк.
Сăмах май каласан, «Елчĕк ен» хаçатăн журналисчĕсем те пурте пĕрлешÿ йышĕнче тăраççĕ.