Пятница, 11 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Сахалрах чирлеççĕ

Сахалрах чирлеççĕ

Кăçалхи çур çул итогĕсем тăрăх Чăваш Енре онкологи чирĕсемпе вилекенсен йышĕ 3 процент чакнă.

Тухтăрсем усал шыççа малтанхи тапхăрта ытларах тупаççĕ-мĕн.

Республикăра та, пĕтĕм тĕнчери пекех, шыçă чирĕ çивĕч ыйту пулса тăрать. Хальхи вăхăтра пирĕн республика онкологи чирĕсемпе сахал аптăракан регионсен йышĕнче. Чăваш Енре ку чир çынсем пурнăçран уйрăлнă сăлтавсенчен пĕри, çак тĕлĕшпе вăл — виççĕмĕш вырăнта.

Палăртса хăвармалла, юлашки çулсенче усал шыçăпа аптăракансене пулăшу парасси самай лайăхланнă. Малтанхи пулăшу пахалăхне лайăхлатнăран усал шыçăсене вăхăтра тупса палăртасси ÿснĕ, медицина ĕçченĕсен ăсталăхĕ те пуянланнă.

Ятарлă диспансерти специалистсем çулсеренех çĕнĕ обрудованисемпе технологисене ĕçе кĕртсе пыраççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code