Воскресенье, 4 декабря, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Елчĕкре – кăнтăр районĕсенчи медицина ĕçченĕсем

Елчĕкре – кăнтăр районĕсенчи медицина ĕçченĕсем

Районта Елчĕк, Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски тата Канаш районĕсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсенче, пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕсенче, врачсен амбулаторийĕсенче, васкавлă пулăшу службинче тăрăшакан вăтам медицина ĕçченĕсен канашлăвĕ иртнĕ.

Хăнасем районти тĕп больницăна, Кĕçĕн Таяпари фельдшерпа акушер пунктне, Патреккелĕнчи врач амбулаторине çитсе курнă, унта пуçламăш медицинăпа санитари пулăшăвĕ панипе паллашнă. Пĕрлехи лару Патреккелĕнчи культура çуртĕнче иртнĕ. Чи малтанах пухăннисене республикăри сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсем хушшинче ирттернĕ «Хорсен тупăшăвĕ» конкурсра дипломант ята тивĕçнĕ Елчĕкри тĕп больницăри хор пултарулăхĕпе тыткăнланă.

Канашлăва хутшăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Елчĕкри тĕп больницăн тĕп врачĕ Надежда Уркова саламланă, Леонард Васильевич кĕскен районăн экономикăпа социаллă аталанăвĕпе паллаштарнă.

ЧР Сывлăх сыхлавĕн специалисчĕсен, ытти районсенчи фельдшерсен опычĕпе паллашнă май, Елчĕкри Елена Григорьева аслă фельдшер та районта малтанхи пулăшу парассине мĕнле йĕркелени çинчен чарăнса тăнă.

Юлашкинчен хăнасем Елчĕкри ФАПсенче, вĕсен территорийĕсенче тирпейлĕхпе илемлĕх хуçаланнине, вĕсенче стандартпа килĕшÿллĕн ĕçленине, ыттисен ырă тĕслĕх илмеллине палăртнă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code