Среда, 17 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пурăнать ялта пĕр мăшăр…

Пурăнать ялта пĕр мăшăр…

61 çул пĕр-пĕрне юратса, ăнланса, килĕштерсе пурăнаççĕ Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи Зинаидăпа Александр Курицынсем. Александр Дементьевич çак ялтах, 1933 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче, йышлă çемьере кун çути курнă. Ачалăхĕ çăмăл пулман унăн. Йывăр пурнăçа пула 4 класс кăна пĕтернĕ. Çамрăклах ĕç çумне çыпăçнă Санькка. Вăрçă çулĕсенче, аслисемпе юнашар тăрса, уй-хиртен кĕме пĕлмен. Елчĕкри МТС çумĕнчи трактористсен курсне йĕркелесен каччă хаваспах унта вĕренме тытăннă.

1951 çулта Александр Ворошилов ячĕпе хисепленсе тăракан колхозра тракторпа ĕçлеме пуçланă. Кану мĕнне пĕлмен унта вăй хуракансем. Аттелĕхĕн Аслă вăрçи çулĕсенче хавшанă хуçалăха ура çине тăратас тесе ырми-канми тăрăшнă. 1952 çулта каччăн Совет çарне кайма ят тухнă. 4 çул Венгри Республикинче службăра тăнă чăваш ачи. Çартан таврăнсан тĕреклĕ салтака трактор шанса панă. Яланах хастарлăхпа палăрнă.

Çамрăклăх хăйĕннех тăвать. Ĕçре ывăннине пăхмасăр яш-кĕрĕм кÿршĕ ялсене вăйă курма çÿренĕ. Троица уявне Санькка юлташĕпе Кивĕ Эйпеçе кайнă. Вăйă картинче сарă çÿçлĕ, сенкер куçлă, анис панулми евĕр хитре сăн-питлĕ Зинаидăна курсан каччăн чĕринче юрату вучĕ çунма тытăннă. Чун канăçлăхне çухатнă йĕкĕт кÿршĕ ял пикине хăйĕн таса туйăмĕсене уçса панă. Хĕр те яштака та хитре каччă хăйне килĕшнине пытарса тăрайман. Аслă Пăла Тимеш каччи сăпайлă та харсăр Зинаида Ивановна Кожевниковăна пурнăç çулĕпе пĕрле утма сĕннĕ. Уйăхлă çутă та ăшă каç Санькка чун савнине велосипед çине лартса хăйĕн кил-çуртне мăшăр пулма илсе кĕнĕ. Юрату хĕлхемĕ çунса тăракан çемьере пĕрин хыççăн тепри пурнăç чечекĕсем тĕнчене килеççĕ. Люся, Коля, Лена, Володя, Лариса кил-çурта савăнăç шавĕпе тултараççĕ. Ÿссе пынă май ашшĕ-амăшĕн пулăшăвĕпе аслă пĕлÿ илнĕ.

Зинаида Ивановна пĕтĕм пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. Вăл ĕçлесе курман уй-хир юлман колхозра. Тырă вырнă, сортланă, улăм ури купаланă, çĕрулми, выльăх кăшманĕ, севок, сухан çумланă, пахча çимĕçпе тымар çимĕçе пĕтĕмпех алă вĕççĕн кăларнă. Сÿс-кантăр туса илессипе «Победа» хуçалăх малтисен ретĕнче пулнă. Пур ĕçре те вăй хума ĕлкĕрнĕ патвар хĕрарăм. Ачисене тĕрĕс-тĕкел ÿстерсе, ĕçпе йăпанса пурнăç хăвăрт шуса иртнине те сиссе юлайман вĕсем. Паян та çулне кура мар çамрăк курăнаççĕ Зинаида Ивановнăпа Александр Дементьевич.

Зина аппа февраль уйхĕнче 85 çулхи юбилейне паллă турĕ. 40 çул ытла стаж пухнă патвар хĕрарăмăн тÿрĕ кăмăллă ĕçшĕн панă наградăсем те сахал мар. Александр Дементьевичăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ вара – 64 çул. Вăл «Победа» колхозра, районти Сельхозтехникăра груз турттаракан автомашинăпа нумай çул вăй хунă. 1993 çулта ăна тăван хуçалăхра Т-150 трактор шанса панă. Пенсие тухсан та часах руль умĕнчен кайман харсăр арçын.

Çемье архивĕнче унăн Тав хучĕсемпе Хисеп грамотисен шучĕ те çук. Вĕсемсĕр пуçне Санькка тетен «Аварисĕр ĕçленĕшĕн», «Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» паллăсем тата юбилей медалĕсем йышлă.

Курицынсем ялти сумлă мăшăрсен йышĕнче. 13 мăнукпа 7 кĕçĕн мăнукĕшĕн хĕпĕртеççĕ ватăсем. Юмахри пек хитре, тирпейлĕ кил-çуртра 61 çул çемье ăшши хуçаланать. Çакă мар-и вăл çемье телейĕ;

З.ПОРТНОВА,
Аслă Пăла Тимешри ĕç ветеранĕсен пуçламăш организацийĕн председателĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: Курицынсем кĕçĕн мăнукĕсемпе.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code