Пятница, 4 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пысăк тухăçлă тыр-пул хуçисем

Пысăк тухăçлă тыр-пул хуçисем

«Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕнче тĕш тырă кăçал та ăнса çитĕннĕ – 1 гектартан тухакан вăтам тухăç хальлĕхе 45 центнер ытла. Çапла майпа ĕнерхи кун тĕлне 150 гектар лаптăкран 6863 центнер «сарă ылтăн» çапса тĕшĕленĕ. Тыр-пулăн шултăра пĕрчисем çине пăхса, чăннипех, савăнмалăх пур…

Кĕçнерникун ял хуçалăх предприятийĕн уй-хирĕсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин пулса курнă, пĕтĕмĕшле лару-тăрупа паллашнă. Тăрăм тата Кипеç ялĕсен ытарайми анлă уй-хирĕсенче кашни ĕçе вĕçе-вĕçĕн, пĕлсе йĕркелесе пынине хăй куçĕпе курса ĕненнĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ механизаторсене яваплă ĕçре пуçаруллă, тимлĕ, чăтăмлă та теветкеллĕ пулнăшăн тав тунă, малашнехи тĕллевсене пурнăçлассинче ăнăçусем суннă. Район ертÿлĕхĕ ĕçе тивĕçлипе хакласа сума сунине, унсăр пуçне, вĕсен хуçалăхĕнче тыр-пул тухăçĕ те, районти ытти ял хуçалăх предприятийĕсемпе танлаштарсан, чи пысăкки пулнине илтме тата епле кăмăллă! Уй-хир хуçисен чун-чĕри ăшăлăхпа тулать, çĕнĕ вăй-хал хутшăнать.

«Пысăк тухăç алла илнин вăрттăнлăхĕ мĕнре?», – тесе ыйтсан Юрий Мясников председатель çапла хуравларĕ: «Пусă çаврăнăшне тĕрĕс йĕркеленинче, экологи енчен таса продукци туса илес тĕллеве мала хурса биологизаци витĕмĕпе тăпра пулăхне ÿстерсе пынинче».

Ял хуçалăх предприятийĕнче тырра çапса тĕшĕленĕ хыççăн хăйсене кирлĕ таран улăма рулонсене хываççĕ, ыттине тăпра тытăмне лайăхлатас тĕллевпе удобрени вырăнне тăпра айне вакласа хăвараççĕ. Çапла майпа кашни гектара вăтамран азот – 36,6, фосфор – 16, кали 66 килограмм таврăннине палăртаççĕ специалистсем.

Ĕççи кунта та, ытти хуçалăхсенчи пекех, кĕр тыррисене вырассинчен пуçланнă. Тыр-пула вырса паккуссене хывас яваплăха Вячеслав Мясниковпа Сергей Баймушкин хăйсем çине илнĕ пулсан, Михаил Петровпа Валерий Сергеев тата Дмитрий Егоров ăна çапса тĕшĕлеме хутшăнаççĕ. Шанчăклă çынсем, çак ĕçре пысăк ăсталăх та пухнă вĕсем.

Михаил Петров пĕр вăхăтрах кĕр тыррисене акма çĕр хатĕрлеме те ĕлкĕрет. Çитес çулхи тухăç никĕсне 240 гектар лаптăкра хывса хăварма, ку чухне чи лайăх вăрлăхсемпе усă курма палăртнă. Комбайнсем хыççăнах пушаннă лаптăксене Григорий Сергеев агрегачĕ йышăнать – ăна кĕрхи çĕртме сухи тума çирĕплетнĕ…

Район администрацийĕн пуçлăхĕ ĕнер «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи вырма ĕçĕсемпе паллашнă май ял хуçалăх предприятийĕнче кĕрхи çĕртме сухи тунă çĕрте ĕçе пысăк пахалăхпа пурнăçлама май паракан ют çĕршывра туса кăларнă çаврăнакан /оборотный/ плугсемпе ĕçленине курса савăннă. Кăçалхипе виççĕмĕш çул хире тухакан çак меллĕ ял хуçалăх техникине кунта пĕр харăсах 2 единица туянма вăй çитернĕ. Леонид Сусметовпа Владислав Изратов механизаторсем вĕсене хальхи вăхăтра уйрăмах тухăçлă ĕçлеттереççĕ – пушаннă тыр-пул анисене сухалаççĕ.

Николай Миллин çавăн пекех йĕтем хуçалăхĕпе, фермăсене хĕле хатĕрлессипе мĕнле ĕçленипе паллашнă, тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тунă. Сăмах май, ял хуçалăх предприятийĕнче уй-хиртен килекен тырра пĕрремĕш хут алласа тасатассине темиçе çултанпах «Белогорье» Б1-ВЦС 50 йышши агрегатпа усă курса пурнăçлаççĕ. Унпа 1 сехетре 50 тонна тырă алласа тасатма пулать. «Комбайн» хуçалăхра тăрăшакансене йĕпе-сапа та хăратаймĕ. Вĕсен СТЗ-16 йышши тĕш тырă типĕтекен комплекс та пур.

Пĕр вăхăтрах фермăра та юсав ĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Кăçал ĕне выльăхсен пур витинче те автопоилкăсене улăштарнă, ытти ĕçсене те нумай тунă. Выльăх апачĕ ытлă-çитлĕ.

«Комбайн» ЯХПКри уй-хир ĕçченĕсем те, «Рассвет» хуçалăхри механизаторсем пекех, пысăк тухăçпа савăнаççĕ. Хальлĕхе ăна кунта 40 центнер ытла тесе шутлаççĕ.

Светлана АРХИПОВА.

Е.Игнатьева сăн ÿкерчĕкĕнче: Район администрацийĕн пуçлăхĕ тухăçлă тыр-пул çитĕннĕ «Рассвет» ял хуçалăх предприятийĕн уй-хирĕсене курса савăнать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code