Августăн 29-мĕшĕнче РФ вĕренÿ министрĕ Ольга Васильева Мускав шкулĕсенчен пĕринче ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулать.
Пĕтĕм Раççейри ашшĕ-амăшĕн черетлĕ пухăвне чĕрĕ калаçу тата видеоконференци мелĕпе йĕркелеме палăртнă. Мускавпа Раççейри сакăр хула тата федерацин ултă округĕ çыхăнăва тухасси паллă. Онлайн-трансляци пулăшнипе пухăва çĕршывăн кирек хăш кĕтесĕнчен те пăхма май пулĕ.
Министр валли хатĕрленĕ ыйтусене http: //edu.gov.ru/opc-view сайтри форумра тата РФ Вĕренÿ министерствин социаллă сетьсен аккаунчĕсенче йышăнаççĕ. Уйрăмах çивĕч ыйтусене пухура сÿтсе явĕç.