Четверг, 30 июня, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт фестивалĕнче

Спорт фестивалĕнче

Раççейре Физкультурниксен кунне августăн иккĕмĕш шăматкунĕнче паллă тăвасси йăлана кĕнĕ. Пирĕн районта та хисеплеççĕ çак уява. Ăна халалласа иртнĕ шăматкун Елчĕкре спорт фестивалĕ иртнĕ.

Физкультурниксен кунĕ пурне те пĕрлештерет – сывă пурнăç йĕркине кăмăллакан, сывлăхлă пулассишĕн тăрăшакан ваттине те, вĕттине те. Уяв ячĕпе тренерсемпе спортсменсене, физкультура учителĕсемпе вĕсен вĕренекенĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый саламланă. Леонард Васильевич ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен обществăлла тренерне Иван Егорова, районти йывăр атлетика федерацийĕн председательне Денис Портнова Чăваш Енĕн Спорт министерствин, «Улăп» ФОК ĕçченне Николай Беляева, Георгий Адюков тренер-преподавателе район администрацийĕн Хисеп грамотисене парса чыс тунă. Курнавăш шкулĕнчи физкультура учителĕ Анатолий Константинов Чăваш Енĕн Спорт министерствин Тав хутне, Елчĕкри ДЮСШн Тав хутне Петр Дудкин тивĕçнĕ.

Фестивальте уява пуçтарăннисем тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсенче тупăшнă. Дартс вăййинче Сергей Александров пек тĕл перекенни пулман. Унăн Артемий ывăлĕ турник çинче 25 хут туртăнса пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ. Екатерина Агеева 85 хутчен алăсене авăнса хуçлатса, Вениамин Кудряшов шашкăлла выляса мала тухнă. Волейболла выляссипе Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулăн хĕрарăмсен командине никам та çĕнтереймен.

Мини-футбол вăййинче тăватă команда тупăшнă. Тĕмерсен команди пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене парнесем парса хавхалантарнă.

/Хамăр корр./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code