Вторник, 4 октября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пенси саккунĕн проекчĕ халăха калаçтарать

Пенси саккунĕн проекчĕ халăха калаçтарать

Иртнĕ юнкун республикăра, çав шутра пирĕн районта та, Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ.

Уçă калаçун тĕп теми шăпах хальхи вăхăтра халăх хушшинче çивĕч калаçтаракан, хумхантаракан ыйту – Раççей Федерацийĕн пенси законодательствине улшăнусем кĕртме планланине сÿтсе явасси пулчĕ. Çавăн пекех уй-хир ĕçĕсем мĕнле пыни те паянхи пĕрремĕш ыйту йышĕнче. Çак темăсемпе пĕрлех вырăнти пуçарулăха тĕпе хурса обществăлла инфратытăма аталантарасси, пушартан сыхланасси, шыва кĕнĕ чухне хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнасси кун йĕркинче çивĕч тăчĕ.

Пĕрлехи информаци кунне республикăри клиника больницин тĕп тухтăрĕ Елена Барсукова, Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ Алексей Вязов килсе çитрĕç, вĕсем чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Миллинпа тĕл пулчĕç, унтан районти тĕп больница, районти почтамт коллективĕсемпе тĕл пулса калаçрĕç, халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнчĕç.

Район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова ертсе пыракан ушкăн Елчĕкри пушар асăрхавĕн тата пушар чаçĕн, Елчĕкри выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен станцин ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕ. Марина Николаевна пухăннисене районти вырма ĕçĕсем мĕнле пынипе паллаштарчĕ. РФ Пенси фончĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн Елчĕкри пайĕн ертÿçи Зинаида Яковлева тĕл пулăвăн тĕп теми çинчен тĕплĕн чарăнса тăчĕ.

РФ Патшалăх Думи кăçалхи июлĕн 19-мĕшĕнче пенси тытăмне улшăнусем кĕртессипе çыхăннă саккун проектне тишкернĕ. Депутатсем Раççей Правительствин пуçарăвне пĕрремĕш вулавпа ырласа йышăннă. Иккĕмĕш вулавне августра пăхса тухмалла пулнă, проекта халăх анлăн сÿтсе явтăр тесе ăна сентябрь уйăхне хăварнă.

Саккун проекчĕпе килĕшÿллĕн пенси ÿсĕмне 2028 çул тĕлне арçынсемшĕн – 65, 2034 çул тĕлне хĕрарăмсемшĕн 63 çула çитерме палăртнă. Улшăну 1959 çулта çуралнă арçынсемпе 1964 çулхи хĕрарăмсене чи малтан пырса тивет. Пĕрремĕшсем 61 çула çитсе, иккĕмĕшĕсем 56 çулта тивĕçлĕ канăва тухаççĕ.

Зинаида Анатольевна саккун проектне улăштарма пурнăç хăй хистенине палăртрĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн аллăмĕш çулĕсенче ĕçĕн тата пурнăçăн йывăр условийĕсене хальхипе танлаштарма çуках. Халăхăн пурнăç тăсăмĕ те вăрăмланнă. Калăпăр, 1956 çулта çыннăн пурнăç тăсăмĕ 43 çулпа танлашнă пулсан, Раççейре халĕ 73 çула çывхарнă. Çав вăхăтрах ĕçлекенсен йышĕ чакса пырать. 1970 çулта пĕр пенсионер пуçне вăй питти ÿсĕмри 3,7 çын шутланнă пулсан, 2019 çул тĕлне ку кăтарту 2 çынна яхăн пулать. Производствăна хутшăнакансен йышĕ çулсерен чакса, тивĕçлĕ канăва тухакансен хисепĕ ÿссе пынăран пенси тытăмне йывăрлăха кĕртсе ÿкерет, пенсионерăн тупăшне чакарать, ăна чухăна кăларать. Ахальтен мар Пĕтĕм тĕнчери Ĕç организацийĕн конвенцийĕ пенсин 65 çулпа танлашакан чи пысăк ÿсĕмне çирĕплетнĕ.

Федераци саккунĕн проекчĕпе килĕшÿллĕн, сиенлĕ тата йывăр условисенче ĕçлекен граждансен, страховани пенсийĕсене социаллă майпа шутласа панисен /5 е ытларах ача çуратса ÿстернисен, сусăр ачан ашшĕ-амăшĕнчен пĕрин…/, радиаци витĕмне лекнисен пенси ÿсĕмне ÿстерме палăртман.

Саккун проекчĕ пачах ĕçлемен е страховани пенсине тивĕçмешкĕн стаж пухайман граждансене социаллă пенси памалли вăхăта тапхăрпа ÿстерес тĕллевлĕ: ăна çирĕплетнĕ йĕркепе палăртнинчен 5 çул каярах юлса хĕрарăмсене – 68, арçынсене 70 çулта /халĕ 60 тата 65 çулсенче/ пама сĕнет.

З.Яковлева пушар хурал пайĕнче ĕçлекенсем панă ыйтусем çине тĕплĕн хуравларĕ. Пушарнăйсен, ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен ĕçĕ çăмăл маррине палăртнă май пенси саккунĕн улшăнăвĕнче хăш-пĕр категоринчи çынсен ÿсĕм тапхăрне пит нумай пысăклатмалла мар тесе калаçрĕç.

Районта хальхи вăхăтра 7565 пенсионер пурăнать. Вĕсен 11 проценчĕ ĕçлет.

Роспотребнадзор управленийĕн Патăрьел территори уйрăмĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Петрянкина районти эпидемиологи лару-тăрăвĕпе паллаштарчĕ. Вăл çуллахи тапхăрта уйрăмах пахча-çимĕç, улма-çырла туяннă чухне асăрхануллă пулмаллине, гигиенăна пăхăнмаллине уйрăммăн палăртса каларĕ.

В.КИРИЛЛОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Елчĕкри пушар чаçĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулнă самант.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code