Понедельник, 3 октября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Сывлăх хумĕ çинче

Сывлăх хумĕ çинче

«Чувашия» телерадиокомпанипе республикăри Сывлăх сыхлавĕн министерстви, районсен администрацийĕсем «Сывлăх хумĕ çинче» пĕрлехи телерадиодесант ирттерме хатĕрленеççĕ.

Халăха сывă пурнăç йĕркине пăхăнма илĕртес, Пĕтĕм Раççейри массăллă информаци хатĕрĕсен – «Россия», «Россия 24», «Радио России» телерадиоканалсен Чăваш Республикинчи кăларăмĕсем пирки халăха анлăрах пĕлтерес тĕллевпе йĕркелекен мероприяти тĕрлĕ тăрăхра иртĕ. Чи малтанах – Елчĕк районĕнче. Августăн 25-мĕшĕнче Аслă Елчĕкри стадионта пысăк уяв пулĕ. Ăна Чăваш телевиденийĕпе радио кăларăмĕсене ертсе пыракансем – Александр Осипов, Еленăпа Валентина Михайловасем, Эльвирăпа Владимир Тимофеевсем, Екатеринăпа Альбина Фоминасем, Олег Авельев, Алексей Мулянов тата ытти паллă журналистсем йĕркелесе пырĕç.

Уяв программи питĕ анлă. Тĕп вырăнта – медицинăра тăрăшакансен ăмăртăвĕсем. Елчĕке тĕрлĕ енĕпе тупăшма Шăмăршă, Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк тăрăхĕсенчи медицина ĕçченĕсем пуçтарăнĕç. Унсăр пуçне кун йĕркинче – куракансене хавхалантармалли тупăшусемпе тĕрлĕ вăйă-конкурс, чăвашсен паллă юрăçисен чаплă концерчĕ. Унта Алексей Шадриков, Типшĕм Сашук, Роза Беляева, Надежда Заводскова тата ытти эстрада çăлтăрĕсем хутшăнĕç.

Ăмăрту çĕнтерÿçисене кăна мар, уява хастар хутшăнакансене те хаклă парнесем кĕтеççĕ. Медицинăра ĕçлекенсен спорт енĕпе палăрнă чи вăйлă ушкăнĕсем октябрь уйăхĕнче Шупашкарта финалти ăмăртура вăй виçĕç.

Елена ЕГОРОВА,
«Чувашия» телерадиокомпани директорĕн çумĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code