Суббота, 13 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ытти çĕршывсем те ÿстернĕ

Ытти çĕршывсем те ÿстернĕ

Манăн ытти çĕршывсенчи пенси ÿсĕмĕ пирки пĕлес килет. Вĕсенче лару-тăру мĕнлерех?

А.ИВАНОВ.

Раççей Правительстви пенси ÿсĕмне пысăклатма /арçынсене – 65, хĕрарăмсене 63 çула çитерме/ палăртни ансат мера мар, паллах, анчах унсăрăн май çук, çапла тумашкăн пурнăç хистет. Асăннă ÿсĕме чылай çĕршывра хăпартнă ĕнтĕ. Вĕсен правительствисем те çакна Раççейри пекех сăлтавланă. Экономика тĕлĕшĕнчен вăйлă аталаннă патшалăхсем те аслă ăру çыннисен пурнăç шайне тытса пырас енĕпе йывăрлăха лекеççĕ.

Пенси ÿсĕмне пысăклатассипе çыхăннă ыйту Раççейре кăна мар, Никама пăхăнман патшалăхсен пĕрлĕхĕнче те, тĕнчери ытти çĕршывра та çивĕчленсе пырать. Çакă демографи лару-тăрăвĕ япăхланнипе, паянхи экономика аталанăвĕпе уйрăлми çыхăннă. Пурнăç пахалăхĕ те тĕпренех улшăнчĕ темелле: этем кун-çулĕ вăрăмланчĕ, медицина пулăшăвĕ лайăхланчĕ, ĕçлев тытăмне те иртнĕ ĕмĕртипе танлаштараймăн, алă вĕççĕн тумалли йывăр ĕç чакса пырать /траншея чавассипе офисра ларасси – пĕр мар/. Çак тата ытти сăлтав ĕç ресурсĕсен тытăмне тÿнтерле витĕм кÿме тытăнчĕ.

Пенси ÿсĕмне тĕнчери патшалăхсенче XX ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенчех пысăклатма тытăннă. Чăн та, АПШ, Австрали, Евросоюз çĕршывĕсем юлашки çулсенче халăха миграцин пуçаруллă политикине вăй илтерсе «çамрăклатма» пикенчĕç: ытти çĕртен килнĕ вăй питти те сывă яш-кĕрĕме йышăнма хатĕрленчĕç. Анчах усси сисĕнсех каймарĕ, эмигрантсен пĕр пайĕ çĕнĕ условие хăнăхрĕ, ĕçе вырнаçрĕ. Теприсем вара янтă пурнăçа кĕтсе ларчĕç, пособи илесси çинчен шухăшларĕç. Çавна май социаллă тытăмăн, çав шутра пенсипе çыхăннин те, тиевĕ самаях йывăрланчĕ.

Еврази хутлăхĕнчи тата Хĕвел тухăç Европăри пурнăç условийĕсемпе Раççее çывăх çĕршывсенче /Узбекистансăр пуçне/ вăй питти ÿсĕме пысăклатнă. Тĕслĕхрен, асăннă кăтартăва Молдавире, Азербайджанра арçынсемшĕн 65-е çитернĕ, Арменире хĕрарăмсемшĕн 63-пе танлаштарнă. Европăри çĕршывсем – Польша, Украина, Латви, Литва, Эстони – пенси ÿсĕмне пысăклатассине «политика сĕмĕпе» ирттерчĕç, общественноçа никама пăхăнманлăха сыхласа хăвармашкăн кирлĕ мера тесе ăнлантарчĕç.

Пĕлтĕр Беларуçра пенси ÿсĕмне пысăклатма тытăнчĕç. 2017 çулччен унта арçынсем тивĕçлĕ канăва – 60, хĕрарăмсем 55 çулта кайнă тăк, ку кăтартăва çуллен çур çул пысăклатса 2022 çул тĕлне пĕрремĕшĕсемшĕн – 63, иккĕмĕшĕсемшĕн 58-па танлаштараççĕ.

Казахстанра вăй питти ÿсĕме 2001 çулта хăпартнă: арçынсем пенсие халĕ – 63-ре, хĕрарăмсем 58-та тухаççĕ. 2018 çултан хĕрарăмсене çуллен çур çул хăпартса 2027 çул тĕлне 63-е çитереççĕ, арçынсеннипе танлаштараççĕ.

Çĕр çинчи 5 миллиард çын вара – Китайра, Индире, Çывăх Хĕвел тухăçĕнчи çĕршывсенче, Африкăра, Латинла Америкăра пурăнакансен пысăк пайĕ – пенсипе пачах усă курмасть.

З.ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code