Суббота, 7 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пысăк паттăрлăхпа палăрнă

Пысăк паттăрлăхпа палăрнă

Курск патĕнчи çапăçу /1943 çул/ – Аттелĕхĕн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи пысăк вăйсене пĕрлештернĕ çапăçусенчен пĕри.

Историнче вăл чи нумай танк хутшăннă çапăçу пулнипе палăрса юлнă. Курск пĕккинчи хирĕç тăрăва икĕ миллион çын, ултă пин танк, тăватă пин самолет хутшăнни паллă.

Раççей историкĕсем çак çапăçăва 3 пая пайлаççĕ: Курск патĕнчи хÿтĕлев операцийĕ /июлĕн 5-12-мĕшĕсем/, Орёл /июлĕн 12-мĕшĕ – августăн 18-мĕшĕ/ тата Белгородпа Харьков çывăхĕнчи августăн 3-23-мĕшĕсем/ тапăну операцийĕсем.

Хĕрÿ çапăçусем 49 куна тăсăлнă. Çак вăхăтра пирĕн халăх сăмахпа виçейми пысăк паттăрлăхпа тата чăтăмлăхпа палăрни, мĕн тери пысăк терт, çухату тÿсни пирки çырма та кирлĕ мар пулĕ.

Çак çĕнтерÿ фашистăн пур шанчăкне тата ĕмĕтне çапса хуçнă, ăна вăрçă вĕçлениччен текех пуç çĕклеме паман.

Совет çарĕ çак çапăçу хыççăн çĕр çинче анчах мар, сывлăшра та мĕн вăрçă чарăниччен хуçа пулса тăнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code