Суббота, 25 июня, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Электронлă документ хатĕрлемелле

Электронлă документ хатĕрлемелле

Хваттере сутассипе тата туянассипе çыхăннă килĕшĕве хатĕрленĕ чух мăшăрсем асăннă ĕçе пурнăçлама килĕшнине нотариус урлă çирĕплетмелле. Мăшăрăм тепĕр хулара пурăнать пулсан вăл хваттере сутма е туянма килĕшнине хăй пурăнакан вырăнти нотариус урлă пĕлтерсен документа электронлă майпа вырăна çитерме пулать-и?

Н.ВАСИЛЬЕВА.

Ыйту çине Чăваш Республикин нотариус палатинчен çапла хурав пачĕç:

– Çапла, пулать. Сирĕн мăшăрăн хăй пурăнакан вырăнти нотариус патне пырса хăй килĕшнине пĕлтерсе электронлă документ хатĕрлеме ирĕк пур. Нотариус документăн электронлă тĕсне вырăна ярса парĕ. Электронлă документ копи шутланмасть, мĕншĕн тесен унăн пĕлтерĕшĕ хут документпа пĕр танах.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code