Среда, 4 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ялав – мăнаçлăх

Ялав – мăнаçлăх

Августăн 22-мĕшĕнче çĕршывăмăрта хамăрăн наци уявĕсенчен пĕрне – РФ Патшалăх Ялавĕн кунне – паллă тăватпăр. Ăна Раççей Президенчĕн 1994 çулхи августăн 22-мĕшĕнче алă пуснă указĕпе туса хунă.

Виçĕ тĕслĕ ялавăн историйĕ пуян. Шурă-кăвак-хĕрлĕ тĕслĕ ялава пуçласа Алексей Михайлович Романов патша вăхăтĕнче «Орел» карап çинче çĕкленĕ. I Петĕр вăхăтĕнче триколор патшалăх ялавĕ пулса тăнă ĕнтĕ – ăна Раççейĕн питĕ хăвăрт аталанакан флочĕн мĕн пур карапĕ çинче çĕкленĕ. Шăпах I Петĕр 1705 çулта Указ кăларнă, вăл кашни карап çине виçĕ тĕслĕ ялав çакма хушнă, унăн тĕслĕхне те хăех ÿкерсе кăтартнă, йĕрсем, тĕссем мĕнле пулмаллине палăртнă. Кашни тĕсĕн – хăйĕн пĕлтерĕшĕ: шурри – ирĕклĕх, кăвакки авалтанпах Раççее хÿтĕлекен Турă Амăшĕ, хĕрли вара вырăссемшĕн кăтартуллă хăюлăхпа ырă кăмăл.

73 çул иртсен, 1991 çулхи август уйăхĕнчи путча парăнтарнă хыççăн, виçĕ тĕслĕ ялав каялла таврăннă. Августăн 22-мĕшĕнче çĕнĕ ялав Шурă çурт çийĕн вĕлкĕшме пуçланă.

2000 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думи йышăннă, Федераци Канашĕ ырланă «Раççей Федерацийĕн Патшалăх Ялавĕ çинчен» саккуна Раççей Президенчĕ алă пуснă. Çапла вара виçĕ тĕслĕ ялав никама пăхăнман çĕнĕ Раççейĕн символĕ пулса тăнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code