Вторник, 4 октября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Елчĕк ен – чăвашлăх утравĕ

Елчĕк ен – чăвашлăх утравĕ

Чăваш Республикин профессиллĕ писателĕсен правленийĕн вырăна тухса ирттерекен пĕрремĕш ларăвĕ шăпах пирĕн районта иртни ахальтен мар, паллах. Елчĕк енре чăвашлăха упрас, тăван чĕлхене сыхласа хăварас тĕллевпе тĕрлĕ ырă та курăмлă ĕçсем нумай пурнăçланаççĕ, халăх тăван чĕлхепе тап-таса та илемлĕ калаçать. Паянхи ача-пăча урамра вылянă чухне вырăсла пуплеме тăрăшни сисĕнме пуçларĕ пулсан та вĕсем чăвашла лайăх пĕлеççĕ, килте, шкулта ашшĕ-амăшĕн чĕлхипе пуплеççĕ.

Епле мухтанмăн-ха, хамăр районта та çыравçăсен йышĕ ÿссех пырать. Вĕсем çулсерен çĕнĕрен те çĕнĕ кĕнекесем кăларма хевте çитереççĕ. Илья Левый, Анатолий Тимофеев, Иван Иноходов, Николай Алексеев, Нина Левая, Галина Енейкина, Николай Малышкин … тата ытти авторсене район халăхĕ лайăх пĕлет. Вĕсем профессиллĕ писательсем мар пулин те, хăйсен укçи-тенкине шеллемесĕр, тăван ен историне, илемлĕ хайлавĕсене халăх патне çитерессишĕн чунне, пĕтĕм ăсталăхне параççĕ.

Вырăнти çыравçăсем, районти сумлă ĕç ветеранĕсемпе библиотекарьсем, вулакансем Чăваш Енĕн паллă çыравçисене районти тĕп библиотекăри вулав залĕнче ăшшăн кĕтсе илчĕç. ЧР профессиллĕ писательсен пĕрлешĕвне виççĕмĕш çул Геннадий Максимов ертсе пырать. Геннадий Аркадьевичăн кĕнекисене вуламан чăваш юлманах пулĕ. Кĕнекесем калăпланисĕр пуçне вăл «Хыпар» издательство çурчĕн тĕп редакторĕн çумĕнче чылай çул тăрăшать.

«Чăвашлăха упрар» çавра сĕтел хушшинчи тĕл пулăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, республикăри паллă писательсем – Анатолий Кипеч, Юрий Артемьев, Сергей Павлов, Василий Пушкин, Елен Нарпи, Елена Светлая, Светлана Гордеева, Нина Пăрчăкан, Зоя Сывлăмпи, Чăваш наци конгресĕн пресс-секретарĕ Зоя Яковлева, Чăваш наци радиовĕн аслă редакторĕ Роза Деменцова хутшăнчĕç.

Чи малтанах Геннадий Аркадьевич республикăри профессиллĕ писательсен союзĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Каласа хăвармасăр иртес мар, республикăра писательсен йышĕ 500-е яхăн. Вĕсенчен 94-шĕ шăпах паянхи тĕл пулăва килнĕ тĕп пĕрлĕхре тăраççĕ.

Çыравçăсем кĕнеке кăларасси çав тери йывăр та кăткăс ĕç пулнине пĕлтернĕ май, ку чухне чи малтан укçа-тенкĕ ыйтăвĕ тухса тăни куç кĕрет. Унччен кĕнеке кăларма патшалăх пысăк пулăшу панă пулсан, халĕ мĕнпур расхута çыравçă хăй çине илет. Анчах кĕнеке çыраканăн кĕмĕлне ăçтан тупмалла? Ку енĕпе пĕрлешÿ членĕсем малалла ырă улшăнусем пуласса шанаççĕ.

Çавăн пекех çыравçăсене республикăра вун-вун çул тухса тăнă «Капкăн», «Лик» журналсăр тăрса юлни канăç памасть. «Тăван Атăл» журналăн пуласлăхĕ те шухăшлаттарать. Çавăнпа та çамрăк авторсене пĕрремĕш утăмсем тума май паракан журналсене патшалăхăн тытса тăма укçа-тенкĕ уйăрмаллине уççăн палăртрĕç тĕл пулура.

Темле çăмăл мар пулсан та чăваш писателĕсем лăпланса ларманнине, чун пуянлăхне халăх патне çитерес тесе Чăваш кĕнеке издательствинче, «Çĕнĕ вăхăт» типографинче… кăларнă çĕнĕ кĕнекесем библиотекăсен çÿлĕкĕсене пуянлатсах пынине асăрхатпăр эпир.

«Çавра сĕтел» хушшинчи калаçура филологи наукисен докторĕ, Юрий Артемьев профессор, чăваш халăх писателĕсем Сергей Павловпа Анатолий Кипеч тата ыттисем те хăйсемпе тĕплĕнрех паллаштарчĕç /ара, писательпе куçа-куçăн калаçни мĕне тăрать!/, тăван чĕлхене манмалла маррине, ăна упраса аталантарса пымаллине, çакă вара чи малтанах хамăртан /кашни чăвашран!/ килнине палăртрĕç, поэзи ăстисем хăйсен сăввисене вуларĕç, кашниех районти тĕп библиотекăна çĕнĕ кĕнекесемпе пуянлатрĕç.

Николай Петрович хамăр çĕр çинче чăваш çыравçисене яланах хапăл пулнине, курнăçу-калаçу вулакансемшĕн те, çыравçăсемшĕн те усăллă пулнине палăртрĕ, районти пысăк пĕлтерĕшлĕ пухусене яланах хамăрăн юратнă чĕлхепе ирттернине /çав вăхăтрах пирĕн те хăш-пĕр шайри канашлусем вырăсла иртнине палăртмасăр хăвармарĕ/ çирĕплетрĕ. Геннадий Максимов Николай Миллина чăвашлăха аталантарассишĕн нумай çул хушши пысăк тÿпе хывнăшăн пĕрлешĕвĕн Хисеп грамотипе чысларĕ, асăнмалăх халь кăна «пиçсе» тухнă хăйĕн çĕнĕ кĕнекине парнелерĕ.

Чăвашлăхшăн тăрăшакан районти маттурсем те хăйсен шухăшĕсене, ырă ĕçĕсене палăртмасăр хăвармарĕç.

Районти вулакансемпе тĕл пулнă хыççăн чăвашсен паллă çыравçисем Патреккелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта «Чăваш ен пуласлăхĕ – çамрăксенче» тĕл пулăва хутшăнчĕç. Кунта Шупашкар хăнисем библиотекăпа, шкулти музейпа кăсăкланчĕç. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Галина Енейкина сăвăç шкулти литература кружокĕн ĕçĕсем çинчен каласа пачĕ, хăйĕн сăввисене чĕре патне çитермелле янăравлăн вуларĕ. «Çамрăк çеçпĕлсем» кружока çÿрекенсен, «Алмаккай» фольклор ушкăнĕн пултарулăхĕ те сăмах ăстисен кăмăлне кайни сисĕнчĕ.

Çыравçăсем «çавра сĕтел» хушшинчи тĕл пулура та, каярахпа та Елчĕк ен чăннипех те чăвашлăхăн пысăк утравĕ пулнине хăйсен куçĕсемпе курса, вулакансемпе чуна уçса калаçса тепĕр хут çирĕплетнине пĕлтерчĕç.

В.КИРИЛЛОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: тĕл пулу хыççăн.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code