Понедельник, 14 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Рапс уйĕнче ĕç кĕрлет

Рапс уйĕнче ĕç кĕрлет

Районти кашни хуçалăхрах вырма ĕçĕн хĕрÿ тапхăрĕ тăрать. Уяр çанталăкпа усă курса ăнăçлă çитĕннĕ тыр-пула, пахча çимĕçе пухса кĕртме, кĕрхи ĕçсене туллин пурнăçлама ăнтăлать кашниех.

«Клевер» хуçалăх уй-хирĕсенче те ĕç кĕрлет. Кăçал пуçласа 140 гектар çинче çитĕнтернĕ рапс лаптăкĕ çинче пысăк хăватлă «Акрос-530», «Медион-310» комбайнсем тухăçлă ĕçлеççĕ. Вĕсен штурвалĕ умне пысăк опыт пухнă Александр Соколовпа Александр Федотов тăнă. Сергей Красновпа Сергей Максимов водительсем рапс вăррине йĕтеме вăхăтра турттарса тăраççĕ.

Сăмах май, Шупашкарти Чăваш патшалăх университетĕнче энергетика факультетĕнче пĕлÿ илекен Сергей Максимов хуçалăхри вырма ĕçне иккĕмĕш çул хутшăннине хыпарлать. Тăван хуçалăх уйĕ илĕртнине, хуçалăхри условисене лайăхлатса пыни ĕç тухăçлăхне те ÿстернине палăртать вăл. Тухăçлă ĕçшĕн тивĕçлĕ шалу тÿлени хавхалантарать çамрăка. Çавăнпах уй-хир ĕçĕсене кăмăлпа хутшăнать, вĕренсе пĕтерсен тăван района килме кăмăлĕ пуррине те пытармасть. Хуçалăхри тĕрлĕ ĕçе пурнăçлама ашшĕпе Василий Максимовпа ачаранах хутшăннă вăл.

«Çанталăк çакăн пек уяр тăрсан 2-3 кун хушшинче вĕçлесшĕн рапс вăррине тĕшĕлес ĕçе, – пĕлтерет «Клевер» ООО ертÿçин çумĕ Владимир Мясников. – Рапс, тырăпа танлаштарсан, самай хаклă, çавăнпа та унран хуçалăх кассине аван тупăш кĕрессе шанатпăр. Пĕр килограмне 19 тенкĕпе сутма палăртатпăр. Хусанти «Маслоэкстракционный завод» АО ĕçченĕсем продукцине хуçалăха килсех туянаççĕ, унăн вăрринчен çу хатĕрлеççĕ. Асăннă çупа апат-çимĕçре те, техника продукчĕсене тунă чух та анлăн усă кураççĕ».

Кирек хăш хуçалăхра та ĕç кал-кал пырасси ертÿçĕ ĕçе тĕрĕс йĕркелесе пынинчен килет. Алексей Ласточкин хуçалăх ертÿçин тилхепине алла тытнăранпа самай ырă улшăнусем пулса иртнĕ кунта. Чи малтанах хăйсен укçи-тенкипе тата кредитпа усă курса техника паркне çĕнетнине палăртмалла. Иртнĕ çул «Акрос-530» комбайн, «Петкус-527» сортировка, кăçал Т-150 К хăватлă трактор, «Амазоне» сеялка, им-çамламалли агрегат туянма вăй çитернĕ.

– Хуçалăх пирки сăмах пынă чух чи малтанах пултаруллă ĕçченсене палăртмалла. Пуян опыт пухнă ертÿçĕ çумĕ Владимир Мясников, Раиса Аввина бухгалтер, икĕ хут вырма чемпионĕ пулнă Александр Федотов, Алексей Кириллов, Сергей Краснов механизаторсем шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Йĕтем çинчи ĕçе Алексей Павлов заведующипе Валерий Логинов машинист тивĕçлĕ йĕркелесе пыраççĕ. Юлия Кубикова повар ĕçченсене кулленех тутлă апатпа сăйлать, – пĕлтерет Алексей Пантелеймонович.

Хуçалăхра кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 300 гектар çинче çитĕнтернĕ. Августăн 24-мĕшĕ тĕлне вырмалли лаптăк 90 гектар юлнă. «Марафон», «Безенчукский» сортлă кĕр тыррисене 300 гектар çинче акса хăварма палăртнă. Çывăх вăхăтра хуçалăхра 50 гектар çинче çитĕннĕ çĕр улмине кăларма пуçăнасшăн.

Елена ПЕТРОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: Александр Федотов комбайнерпа Сергей Максимов водитель рапс пуссинче.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code