Четверг, 30 июня, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕр пулăхлăхне тавăрма тиветех

Çĕр пулăхлăхне тавăрма тиветех

70 çăхав! Çакă – управление утă уйăхĕнче кăна килнĕ ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе çыхăннă çăхавсен шучĕ.

Ытларах пайĕ пулăхлă тăпра çине кайăк-кĕшĕк каяшĕ тата тислĕк тăкни пирки. Çавна май сăмсана çуракан шăршă сарăлни çынсене тарăхтарать. Çăхавсем тăрăх йĕркеленĕ тĕрĕслевсем вĕçленмен-ха, пĕтĕмлетÿсемпе васкар мар.

Унчченхи тĕрĕслевсенчен Шупашкар районĕнчи 12 гектар йышăнакан лаптăк пирки вара халех сăмах пуçарма пулать. Специалистсен шучĕпе, унта кайăк-кĕшĕк каяшĕ кÿнĕ сиенлĕх – 144 миллион тенкĕ. Вăйлă сиенленнĕ çĕре пахча çимĕç лартма е улма-çырла çитĕнтерме, е тыр-пул ÿстерме юрăхлатма ай-яй! йывăра килĕ. Темле пулсан та çĕр пулăхлăхне малтанхи шая тавăрмаллах пулĕ!

Çĕр контролĕн пайĕн инспекторĕсен пĕр сăмах: ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çинче е тыр-пул ÿстермелле, е пахча çимĕç лартса çитĕнтермелле.

Тата юхăнтарса янă кашни лаптăка йĕркене кĕртмелле. Саккунсем ыйтни çакă, республикăра та çапла тĕллев лартаççĕ. Россельхознадзорăн тĕрĕслевпе сăнав ĕçĕсен витĕмне кура республикăра кăçалхи çур çулта кăна пĕр пин гектар ытла çĕре пусă çаврăнăшне кĕртнине палăртмалла: Муркаш, Канаш, Тăвай, Улатăр, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар, Йĕпреç, Хĕрлĕ Чутай, Патăрьел, Етĕрне районĕсенче. Уйрăммăн Хĕрлĕ Чутай тата Канаш районĕсене асăнса хăварас килет. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Мăн Этмен ял тăрăхĕнчи 401 гектарпа усă курма тытăннă, Канаш районĕнчи Вăтакас Кипеч ял тăрăхĕнчи – 348 гектарпа.

Çĕрпе çыхăннă калаçу нихăçан та пĕтес çук пуль. Лаптăксемпе саккунсене пăхăнса усă курман тĕслĕх кашни районта тенĕ пекех. Йĕркесĕр çĕрсем пирки райадминистрацисенчен те пĕлтерсех тăраççĕ. Кăçал, акă, Канаш районĕнчен 14 материал çитрĕ: «Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе усă курман çынсене административлă майпа явап тыттарас ыйтăва татса пама…».

Ку тата çакăн евĕрлĕ пĕр çыру та тимлĕхсĕр юлман. Çыру йĕрĕпе Янкăлч тата Çĕнĕ Чăлкасси ял тăрăхĕсенче пулса инпекторсем лару-тăрăва хăйсем курса пĕтĕмлетнĕ. Документсемпе паллашнă май, кăсăклă самант сиксе тухнă – темиçе лаптăк хуçи кĕске хушăрах улшăннă иккен. Малтан уйрăм çынсен харпăрлăхĕ пулнă. Кайран ял тăрăхĕн администрацине куçнă. Вырăнти муниципалитет тĕрĕслевĕ хыççăнах темиçе çын çĕрĕсене ял тăрăхĕн администрацине куçарма ыйтса çырнă-мĕн.

Чăннипе, кунашкалли сахал мар тĕл пулать. Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн инспекторĕсем тĕрĕслевсем ирттернĕ хыççăн та çĕрĕсене ял администрацине куçарма ыйтса çырни е арендăна пани пĕр тĕслĕх кăна мар. Кăçал 28 лаптăка çакнашкал «шăпа» пырса тивнĕ ?пĕтĕмпе 150 гектар тĕлĕшпе/: Çĕрпÿ, Етĕрне, Куславкка, Элĕк, Шупашкар, Йĕпреç, Тăвай районĕсенче. Çакна лаптăкпа усă курма майсем çуккипе е хулара пурăнни чăрмав кÿнипе сăлтавланă.

Канаш райадминистрацийĕнчен килнĕ çыру патнех таврăнар. Çичĕ çын тĕлĕшпе РФ КоАП-ĕн 8.7 статйин 2 пайĕпе административлă майпа явап тыттарма тивнĕ. Çав тăрăхра пурăнакан пĕр арçын, сăмахран, 40,9 гектар çĕр хуçи. Анчах та, хут çинче кăна хуçа çав. Хăйĕн лаптăкне çум курăкран тасатас тесе те, пахча çимĕç е тыр-пул туса илес тесе унта нимĕн те туман.

Саккунсемпе килĕшÿллĕн вара çĕр лаптăкĕсен хуçисен тата ыттисен те агротехника /чи малтанах сухаласси пирки сăмах пырать кунта/, агрохими /им-çамласси пирки/, фитосанитари /çум курăкпа кĕрешесси/ тата ытти мероприятисем ирттересси – тĕп тивĕç тесен те юрать.

Тепĕр хуçа та хăйĕн 19 гектара тăсăлакан çĕрĕшĕн чунтан тăрăшни пачах та палăрман.

Ыттисен лаптăкĕсем кун чухлех мар та, çапах та çав лаптăксене пусă çаврăнăшне тавăрма, вĕсем çинче мĕн те пулин лартса илес пулсан тем чухлĕ вăй-хăват кирлĕ пулĕ.

Шел те, ытти районсенче те ку енĕпе çанă тавăрсах ĕçлемелле пулать. Республикăра çĕре хÿтĕлес тата лайăхлатас тесе ятарлă ĕçсем ирттермен 900 гектар тупса палăртнă кăçал управлени ĕçченĕсем.

Н.ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code