Пятница, 30 сентября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Пирĕн медиксем – финалта

Пирĕн медиксем – финалта

«Чувашия» патшалăх телерадиокомпанийĕпе республикăри Сывлăх сыхлавĕн министерстви «Сывлăх хумĕ çинче» акци ирттересси çинчен хаçатра маларах пĕлтернĕччĕ. Шăматкун ăмăртăвăн пĕрремĕш тапхăрĕ кăнтăр зонăри – Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи медицина ĕçченĕсене пуçтарчĕ.

Спортсменсене Аслă Елчĕкри çĕнетсе хăтлăлатнă стадион йышăнчĕ. Хаваслă юрă-кĕвĕ çемĕпе сцена çине эпир тăтăшах итлекен дикторсем – халĕ вара хăйсене курма пултартăмăр – Эльвирăпа Владимир Тимофеевсем тухрĕç, программăпа паллаштарчĕç. Ăмăртăва хутшăнакансене, куракансене Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, «Чувашия» телерадиокомпанийĕн директорĕ Екатерина Канюка, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, радиопа телевидени сигналне паракан центр ертÿçи Дмитрий Авербах саламларĕç. Владимир Николаевич, Чăваш Ен Пуçлăхĕн саламне çитернĕ май, çакнашкал пĕрлехи акцисем спортпа туслашма, уçă кăмăллă пулма, демографи политикине ăнăçлă йĕркелеме пулăшнине, хамăр сывлăхшăн малтанах хамăрăн тăрăшмаллине палăртрĕ.

– Пĕрлехи сывлăх акцине пирĕн районта ирттернине ырлатăп çеç, – хăйĕн шухăшне уçрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин. – Медиксем эмелпе çеç мар, ăшă кăмăлпа, çепĕç кулăпа та сиплеççĕ. Паян вара вĕсем пурне те тĕслĕх кăтартса тепĕр ырă ене – физкультурăпа туслă пулнине çирĕплетсе парĕç.

Ун хыççăн Оксана Вербина ертсе пыракан Шупашкарти фитнес-центрĕн çамрăк пикисем васкавлă кĕвĕ çемĕпе пуçтарăннă халăха массăллă зарядкăна йыхравларĕç. Çакă уйрăмах кăмăллă: пуçлăхсем те сăнакансен ролĕнче пулмарĕç – ытти хастар йышпа 15 минут хушши тĕрлĕ хускану пурнăçларĕç. Ырă тĕслĕх темрен паха çав.

Паллах, мероприятин тĕп шăнăрĕ – ăмăртусем. Сывлăх хуралçисем вырăнтан сикессипе, эстафета чупассипе, мечĕке витрене ывăтса кĕртессипе, пĕр килограмлă хутаçа инçене ывăтассипе, хутăш эстафетăра васкавлă пулăшу парассипе тупăшрĕç. Кашни ăмăрту-конкурс спортсменсен хăвăртлăхĕпе çаврăнăçулăхне тĕрĕслерĕ. Çакă пĕтĕмĕшле кăтартупа Елчĕксене ăнăçу патне илсе тухрĕ: вĕсем – пĕрремĕш! Юпа уйăхĕнче республикăри финалта район чысне Борисовсен çемье команди, Алина Прокопьева, Иван Чернов, Светлана Миллина, Убайдулла Бекмуратов, Алина Еремеева, Сергей Цыганов хÿтĕлĕç. Ăнăçу сунатпăр вĕсене.

Командăсене дипломсемпе, парнесемпе, тĕп хулари «Планета» кондитер фабрикин пысăк та илемлĕ хатĕрленĕ торчĕсемпе чысларĕç.

Уяв программинче куракансене хавхалантармалли тупăшусемпе тĕрлĕ вăйă-конкурс пулчĕç. Эстрада çăлтăрĕсем – Полина Борисова, Алексей Шадриков, Надежда Заводскова, Роза Беляева, Геннадий Борисов, Юрий Кашкăр тата районти пултарулăх ушкăнĕсем хаваслă юрă-кĕвĕ парнелерĕç. Аслă Елчĕкри Светлана Карамаликова ертсе пыракан «Шевле» ташă ушкăнĕ те спорт фестивалĕн илемĕ пулчĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code