Среда, 7 декабря, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Поздравление Главы Чувашской Республики Михаила Игнатьева с Днем знаний

Поздравление Главы Чувашской Республики Михаила Игнатьева с Днем знаний

Хисеплĕ вĕрентекенсем тата педагогика ĕçĕн ветеранĕсем!

Хаклă шкул ачисемпе студентсем!

Сире паллă уявпа – Пĕлÿ кунĕ ячĕпе пĕтĕм чунтан саламлатăп. Ка-лендарьте авăн уйăхĕн 1-мĕшне уяв кунĕ пек палăртман, анчах та вăл пирĕншĕн пуриншĕн те – шкулпа студент çулĕсем тахçанах хыçа юлни-семшĕн те, ачисемпе мăнукĕсене шкула ăсатакансемшĕн те, пурнăçне çĕнĕ ăрăва воспитани парса ÿстерес ĕçе халалланă çынсемшĕн те – чи пĕлтерĕшлĕ кунсенчен пĕри. Хăйсен кун-çулĕнче пĕлÿ çурчĕн алăкне пуçласа уçакан пултаруллă та çирĕп тĕллевлĕ пин-пин арçын ачапа хĕрачашăн вара пушшех те.

Пирĕн тĕллев – вĕренме чи лайăх майсем тăвасси, çамрăк ăрăва çирĕп пĕлÿ парасси тата Тăван çĕршыва чунтан юратма вĕрентсе çитĕнтересси, хăйсен пултарулăхĕпе туллин усă курма пултаракан Раççейĕн тивĕçлĕ гражданĕсене пăхса ÿстересси. Паха пĕлÿ тата малта пыракан наука – патшалăхăмăра экономика тĕлĕшĕнчен çирĕппĕн аталантармалли тата унăн гражданĕсен пурнăçĕн ырлăхне ÿстерсе пымалли шанчăклă никĕс.

Хаклă туссем! Пĕлÿпе воспитани парас ĕçре вĕрентекенпе воспитатель тата преподаватель тĕп вырăнта тăраççĕ.

Çамрăксене тарăн та тулли пĕлÿ илме кăна мар, çавăн пекех харпăр хăйĕн ырă тĕслĕхĕпе хавхалантарса вĕсене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшакан вĕрентекенсене чун-чĕререн тав тăватăп.

Çывхарса килекен вĕренÿ çулĕнче пурсăра та çĕнĕ çитĕнÿсем! Пĕлÿ тĕнчинелле çул тытакан сирĕн карапăрсемшĕн çил яланах çула май пултăр! Телейлĕ çул!

М.ИГНАТЬЕВ,
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ.

 

Уважаемые учителя и ветераны педагогического труда!

Дорогие школьники и студенты! 

От всей души поздравляю вас с замечательным праздником – Днем знаний. В календаре 1 сентября не отмечен красным цветом, но для всех нас – и тех, чьи школьные и студенческие годы уже позади, и тех, кто провожает в школу детей и внуков, и тех, кто посвятил свою жизнь делу воспитания нового поколения, – это один из самых важных дней. Тем более для тысяч талантливых и целеустремленных мальчишек и девчонок, впервые переступивших порог школы.

Наша задача – создать для учебы лучшие условия, дать молодому поколению прочные знания, воспитать в духе любви к Родине, вырастить достойных граждан России, готовых к самореализации. Качественное образование и передовая наука – это залог стабильного экономического развития нашего государства и роста социального благополучия его граждан.

Дорогие друзья! Ключевую роль в образовательном и воспитательном процессе играет личность учителя, воспитателя, преподавателя.

Со словами искренней благодарности я обращаюсь к педагогам, которые не просто передают свои знания молодежи, но и собственным примером определяют им жизненные ориентиры.

Новых успехов в наступающем учебном году! Попутного ветра всем, чей корабль держит свой курс на море знаний! В добрый путь!

М.ИГНАТЬЕВ,
Глава Чувашской Республики.

 

Официальный портал органов власти Чувашской Республики

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code