Вторник, 4 октября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Кадет корпусĕнче хăтлă

Кадет корпусĕнче хăтлă

Паян Шупашкарти кадет корпусĕнче — уяв.

Çĕнĕ керменте вĕренме те, пурăнма та условисем çителĕклĕ. Çак кермене хута ямашкăн ашшĕ-амăшĕпе студентсем те, волонтерсем те нумай тăрăшнă.

– Тепĕр эрнере пирĕн вĕренекенсем сбора тухса кайĕç: 5-7-мĕш классем – Крыма, 8-11-мĕшсем – Пермь хулине. Унта вĕсем физкультурăпа спорт занятийĕсенче ăсталăхне аталантарнисĕр пуçне пĕлĕвне те анлăлатĕç, – палăртнă шкул директорĕн çумĕ Эльвира Игорева.

Ачасемпе ăста та пултаруллă преподавательсем ĕçлеççĕ. Кадет шкулĕнче вĕренсе тухнисем тĕрлĕ регионти çар училищисенче пĕлÿ илеççĕ. Кăçалхи выпускниксем Питĕрти, Мускаври тата Калининградри вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code