Воскресенье, 25 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тантăшсем

Тантăшсем

30 çул хаçатра ĕçлетĕп пулсассăн та нумай пулман эпĕ Тĕмер ялĕнче, çапах кашни каймассерен унти маттур хĕрарăмсенчен тĕлĕнме пăрахаймастăп. Хальхинче чылай çул фермăра çанă тавăрса, юрла-юрла вăй хуракан Нина Леонтьевăпа тата Надежда Жуковăпа паллашма тÿр килчĕ. Нина Михайловна ыран, Надежда Витальевна шăпах тепĕр уйăхран 60 çул тултараççĕ пулсан та ирлĕ-каçлă тулли кăмăлпа ферма сукмакне такăрлаççĕ.

«Эпĕ ĕçпе савăнса пурăнатăп»

Çирĕклĕ Шăхалĕнче çуралса ÿснĕ Нина мĕн ачаран ĕçе кÿлĕннĕ. Сакăр класс пĕтернĕ хыççăн ялти фермăна сысна пăхма кĕнĕ. Унтан пĕр вăхăт Карелинче ĕçлесе пурăннă хыççăн, Тĕмер каччипе, Алексей Леонтьевпа пĕрлешсе, тăван тăрăха таврăннă. Ÿркенмен çамрăк арăм ним шухăшласа тăмасăрах фермăна çул тытнă. пăру пăхакана коллектив хапăл тусах йышăннă. Мĕн каламалли, иртнĕ ĕмĕрĕн сакăрвуннăмĕш çулĕсенче фермăри пĕтĕм ĕçе алă вĕççĕн пурнăçланă. Пăрусене тăрантарма витри-витрипе апат йăтнă. Ураран резина атă кайман.

– Çул çинче те атта хывма ăс çитереймен-çке. Хĕл кунĕнче ферма хĕрĕ ĕçе утнине, унтан таврăннине систерсе атăсем хытă сас пани таçтан илтĕннĕ, – аса илет халĕ 43 çул ытла стаж пухнă ĕç ветеранĕ.

Çăмăл пулман пулин те нихăçан та нăйкăшман хĕрарăм.

– Эпĕ ĕçпе савăнса пурăннă, халĕ те çаплах, – тет Нина.

Пăру пăхакансем туслăн, шăкăл-шăкăл калаçса тăрăшнă. Нина Михайловна Мария Солина, Альбина Уткина тантăшĕсене яланах ырăпа аса илет. 20 кунран иртнĕ пăрусене пăхасси пĕрре те çăмăл мар. Вĕсене ачана пăхнă евĕр сăнаса, пăхса тăмасан, вăхăтлă çитермесен чирлесси те аякра мар. Хăш-пĕр чухне вара чирлес пулсан выльăх тухтăрĕ те хăех. Эмелне парса укол тăвиччен курăк чейĕсем ĕçтерме тăрăшать вăл пĕчĕкскерсене.

Нина Михайловнан мăшăрĕ, Алексей Андреевич та, вăхăтĕнче фермăра скотник пулнă. Шел, ĕмĕрĕ кĕске пулнă унăн. Эрехе мала хуракан арçын 43 çултах çĕре кĕнĕ. Вилнĕ çын çинчен япăх калаçмаççĕ теççĕ пулсан та, ĕçкĕпе иртĕхнĕ, кăра çилĕллĕ мăшăрĕ кăтартнă нуша-терте аса илсенех Нина Михайловнан хитре куçĕсенче куççулĕ йăлтăртатрĕ. «Ытла та усалччĕ çав, тăватă тĕпренчĕкĕн ачалăхĕ те çăмăл килмерĕ. Мĕн пытармалли, килте ăшă тÿшек çинче çывăрайман эпир…», – тесе вăл ачисене куç умне кăларса тăратрĕ. Вĕсем паян тăван килтен тухса кайнă ĕнтĕ. 60-ти хĕрарăм пĕчченех пурăнать.

– Чаплă çурт та лартаймарăм, халĕ выльăх-чĕрлĕхне те унчченхи пек нумай усраймастăп, – сăпайлăн калаçать юбиляр.

Кĕлеткипе пысăк мар пулсан та мĕн чухлĕ вăй-хал тапса тăрать унра! Чун-чĕре пуянлăхне нимĕнле кĕмĕлпе те виçеймĕн. Тĕпренчĕкĕсене пил парса вĕсен ырлăхĕшĕн çунатланса пурăнать вăл.

Леонтьевсен аслă хĕрĕ, Надежда, Шупашкарта çăкăр заводĕнче тăрăшать. Николай авланман-ха, çемье чăмăртиччен хăйĕн йăвине çавăрма ĕмĕтленсе нимĕнле ĕçе те тиркемест. София тăван ялтах хунав янă. Нинăн тантăшĕпе, Надеждăпа, пĕр витере дояркăра тăрăшать. Кĕçĕнни, Эльза, Мускавра ĕçлет. Нина Михайловна ачисем ура çине çирĕп тăма пултарнăшăн, ĕçрен ÿркенменшĕн хĕпĕртет. Çу кунĕсенче тунсăх пусмасть ăна: ултă мăнукĕ чĕвĕл-чĕвĕл сассисемпе савăнтараççĕ. Тĕрлĕ тутлă апат-çимĕçпе сăйлама тăрăшать вĕсене кукамăшĕ. Пĕчĕкскерсене хăйсене те тĕрлĕ ал ĕçне хăнăхтарать, пахчари илеме курма вĕрентет.

– Ултă теçетке çула çитнине сиссе те юлаймарăм. Ĕç пурнăç тыткăчи пулса тăнăранах кăмăл-туйăм çирĕпленчĕ. Юрать, тус-тантăшсем хамран çĕр хут лайăхрах: хурланнă чухне те манпа юнашар, май килнĕ таран пулăшу аллине тăсаççĕ, савăнăçа та çурмалла пайлатпăр, – тет Нина Михайловна.

Выльăх тытаканăн тути çуллă

Ирхине виçĕ сехетре чылай ял çынни тутлă ыйхăра, анчах Жуковсем ура çинче. Надежда Витальевнан фермăна ĕçе кайиччен ĕнисене суса хăвармалла, ытти ĕçсем те пайтах. Мăшăрĕ, Алексей Павлович та, яланах юнашар, унăн хăйĕн тивĕçĕ пур. Кил хуçи хĕрарăмĕн çулла пĕр канăç та çук: выльăх-чĕрлĕхне пăхнă вăхăтрах пахчине тасатмалла тата ытти те.

– Вăй-хал пур чухне ял çынни выльăх-чĕрлĕх усратех. Витесем тулли пулни чуна ăшăтать. Выльăх нумай усрасах пурнăçа тытса пыратпăр, – тет Надежда.

Выльăх тытаканăн тути çуллă теççĕ те, çуллă пулас тесен мĕн чухлĕ тар тăкмаллине лайăх ăнланатпăр. Канлĕх пирки манатăн, ыйхи те таçта кайса çухалать ку чухне. Надежда вара маххă паракан йышши мар: йышлă ача-пăчаллă çемьере çитĕннĕрен пĕчĕкрен ĕçпе пиçĕхнĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах колхозра лаша та пăхнă. Халĕ те аптрамасть, тăрăшулăхĕпе тепĕр çамрăк арăмран ирттерет.

Вырăскассин пăрчăкан пек хĕрне Алексей Жуков пĕрре курсах килĕштернĕ. Туслăх юратăва куçсан 1977 çулта Тĕмер ялĕнче çĕнĕ çемье чăмăртаннă. Надежда фермăна дояркăна вырнаçнă. Пăрулакан ĕнесене пăхнă çĕрте 40 çул ытла тăрăшать вăл. Вăхăтĕнче чылай çул Тамара Смирновăпа, Людмила Григорьевăпа шăкăл-шăкăл калаçса вăй хунă. Халĕ София Леонтьевăпа килĕштерсе ĕçлеççĕ.

– Нина тантăшăн хĕрĕ пит правур, чылай чухне /мана ватă тет пулĕ ĕнтĕ!/ пулăшма тăрăшать, – кăмăллăн пĕлтерет çамрăк пирки вăл.

Надежда Витальевнăпа Алексей Павлович 40 çул ытла пĕр çăвартан пурăнаççĕ. Кун-çул урапи ялан пĕр йĕрпе те чупаймасть, пĕр-пĕрне ăнланни, йывăр вăхăтра пулăшни çемьен çирĕплĕхне пĕрре мар тĕрĕсленĕ. Мĕн пенсие кайиччен «Труд» хуçалăхра водительте ĕçленĕ харсăр арçын халĕ те руль умĕнчен каймасть. Май килсенех хуçалăх ĕçне хутшăнать.

Туслă та тату çемьере тăватă ача кун çути курнă. Алина мăшăрĕпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче тăрăшать. Саша Канашра ĕçлет. Марина Шупашкарта хăйĕн ĕçне уçнă. Сергей ашшĕ-амăшĕн тĕрекĕ, тĕп килте хунав янă. Ачисен, мăнукĕсен çитĕнĕвĕсемпе савăнаççĕ Жуковсем.

– Хамăра «пенси карчăкки» тетерес килмест. Ĕçлекен çыннăн ĕмĕт-тĕллевĕ малашлăхлă. Пире пурнăçра Эльза Алексеевна Германова сăмахпа та, ĕçпе те хавхалантарса пырать. Çумра ун пек ырă чун-чĕреллĕ çын пулнăран ватлăх çитнине те сисмерĕмĕр. Фермăран кайма, ватăлма шухăшламастпăр-ха, ĕçе пăрахсан, пушă вăхăт ытларах тупăнсан, тен, фольклор ушкăнне çÿрĕпĕр, – теççĕ тантăшсем пĕр кăмăллăн.

Илемлĕ те тарават, пултаруллă хĕрарăмсене ырлăх-сывлăх кăна сунас килет.

В.СМИРНОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Н.Леонтьевăпа Н.Жукова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code