Суббота, 25 июня, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Çитĕнÿпе таврăннă

Çитĕнÿпе таврăннă

Çурла уйăхĕн 8-12-мĕшĕсенче Кăнтăр Сахалинскра нацин «Çамрăк профессионалсем» чемпионачĕн финалĕ иртнĕ.

Ăмăртура Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ команди 15-мĕш вырăн йышăннă. Кунта çĕршывăмăрăн 70 регионĕнчи командăсем тупăшнă. Чăваш çамрăкĕсем 7 медаль çĕнсе илнĕ. Чемпионата 55 пине яхăн çын çитсе курнă.

Шупашкарти электромеханика колледжĕнче ăс пухакан Александр Мусатов «Промышленность автоматики» уйрăмра ылтăн медале тивĕçнĕ. Анлă тавра курăмлă Сашăна «Экра» предприятие ĕçлеме йыхравланă.

Тивĕçлĕ çитĕнÿпе таврăннă çамрăксене Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă.

В.ПЕТРОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code