Пятница, Январь 28, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕп вырăнта – пенсипе çыхăннă улшăнусем

Тĕп вырăнта – пенсипе çыхăннă улшăнусем

Раççей Президенчĕ Владимир Путин пенси тытăмне улăштарас тĕлĕшпе панă сĕнÿсене пурнăçлас тĕллевпе Чăваш Республикин саккунĕсене улшăнусем кĕртесси – шăпах çак ыйту тĕп вырăнта пулнă ЧР Министрсен Кабинечĕн иртнĕ анлă ларăвĕнче. Унта ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем те хутшăннă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Президенчĕн сĕнĕвĕсене тĕпе хурса ЧР Правительствин тата Патшалăх Канашĕн кĕске тапхăртах регион саккунĕсене улшăнусем кĕртмеллине палăртнă. ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов республика саккунĕсене Президент сĕнĕвĕсене тĕпе хурса улшăнусем кĕртес тĕлĕшпе парламент мĕнле ĕçлени пирки чарăнса тăнă.

Пенсипе çыхăннă саккунсене кĕртме сĕнекен улшăнусем пирки ЧР ĕçлев министрĕ Сергей Димитриев доклад тунă. Вăл Президент сĕнĕвĕнче тĕп «6 положени» пуррине аса илтернĕ: вĕсем хĕрарăмсен пенси çулне 3 çул чакарассипе, граждансен тĕрлĕ категорийĕ тивĕçлĕ канăва иртерех каймалли ирĕкĕпе /çав шутрах нумай ачаллă амăшĕсем валли/ ял хуçалăхĕнче 30 çултан кая мар ĕçленĕ çынсене пулăшассипе çыхăннă.

– ЧР Ĕçлев министерстви ĕçлев рынокĕнче аслă ÿсĕмри çынсемпе çыхăннă тăнăçлă лару-тăрăва сыхласа хăварас тĕллевпе мерăсем йышăннă, – тенĕ министр.

Ĕçлев центрĕсенче аслă ÿсĕмри çынсене ĕçе вырнаçтарас ыйтусемпе 23 консультаци пункчĕ туса хунă, «хĕрÿ лини» телефонĕсен ĕçне йĕркеленĕ.

Пенси çулне çывхаракан граждансем хăйсен предприятийĕсенчех малалла ĕçлес тĕллевпе вĕренме е квалификацине ÿстерме пултараççĕ. Сергей Димитриев аслă ÿсĕмри 300 çын ĕçлев центрĕсенчен пулăшу ыйтма пултарассине, вĕсем уйăхсерен 11280 тенкĕ ĕçсĕрлĕх пособийĕ /икĕ хут пысăклатнă виçепе/ илсе тăрассине каланă.

Владимир Путин куçăм тапхăрĕнче, пенсипе çыхăннă çĕнĕлĕхсем ĕçе кĕрсе пĕтиччен, федераци çăмăллăхĕсем сыхланса юлассине те палăртнă. Çав шутрах – куçман пурлăх тата çĕр налукĕсем, регионăн халĕ вăйра тăракан çăмăллăхĕсем.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Чăваш Ен Правительстви регион саккунĕсене кĕртме сĕнекен улшăнусене тĕпрен илсен ырланине пĕлтернĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code