Понедельник, 9 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кăмпаçă! Асăрхан

Кăмпаçă! Асăрхан

Кĕркунне – кăмпапа чи пуян тапхăр. Кĕрхи ĕçсене вĕçленĕ хыççăн вăрман сывлăшĕпе сывласа çÿресси мĕне тăрать! Сентябрь уйăхĕнче хурăн, ăвăс, кăрăç, тунката, сар тачка, хыр, масла кăмпи нумай.

Пĕлмен, иккĕлентерекен кăмпана татмалла маррине асрах тытмалла. Ытлашши ватăлса кайнă кăмпа та сиен çеç кÿрĕ. Унра наркăмăшлă япала пуçтарăнать.

Вăрмантан таврăнсан кăмпана тепре суйламалла, иккĕлентерекеннисене пăрахмалла. Апатра çийĕнчех усă курма е консервлама кăмпана вĕретсе илмелле, вĕретнĕ шывне тăкмалла.

Ăнсăртран кам та пулин кăмпапа наркăмăшлансан тÿрех васкавлă медицина пулăшăвне чĕнмелле. Пулăшу çитиччен инкеке лекнĕ çынна ытларах шыв ĕçтерме, чĕлхе кăкне пÿрнепе пусса хăстарма тăрăшмалла. Сивĕ чей е сĕт, тăварлăрах сивĕ шыв е активлă кăмрăка вĕтетсе шывпа ĕçтермелле.

Вăрмана кайнă çыннăн паха кăмпа пуçтарасси пирки çеç асăрханмалла мар, çухалса каясран та тимлĕ пулмалла. Юлашки çулсенче республикăра çынсем вăрманта çухалнă тĕслĕхсем пĕрре мар пулнă. Инкек сирĕнпе ан пултăр тесессĕн вăрмана кайиччен чи малтан кĕсье телефонне туллин зарядкăлама тата счет çинче укçа пуррине тĕрĕслеме ан манăр. Пĕрлĕхлĕ çăлав службин номерне /112/ пĕлетĕр-и? Телефонăн зарядка пур пулсан кирек хăш çыхăну сечĕнчен те 112 службăна шăнкăравлама пулать. Ун пек чухне пулăшу часах çитĕ, вăрмантан та çăмăллăнах тухăр. Чи пахи – асăрханни. Пĕлмен, çÿресе курман вырăнсенче таçта çити кĕрсе каймалла мар.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code