Воскресенье, 10 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕç воспитанийĕ те кирлĕ

Ĕç воспитанийĕ те кирлĕ

ЧР Ĕçлев министерстви 14-18 çулсенчи çамрăксене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерес енĕпе тĕллевлĕн ĕçлет.

Кăçал 16100 ачана ĕçе вырнаçтарма палăртнă. Çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен 6,8 миллион тенкĕ уйăрнă. Çулталăк пуçланнăранпа ĕçлев службин органĕсем вăхăтлăх ĕç вырăнĕсем йĕркелеме 681 çамрăка /палăртнин 75,8 проценчĕ/ ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ.

Ачасем ытларах тавралăха симĕслетес, тирпей-илем кĕртес, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсене асăнса лартнă палăксене йĕркене кĕртес, социаллă учрежденисенче сĕтел-пукан юсас тĕлĕшпе тăрăшаççĕ, ял хуçалăх предприятийĕсенче, курьерта ĕçлеççĕ, сусăрсемпе ватă çынсене пăхаççĕ.

Çул çитменнисене ĕçпе тивĕçтерес енĕпе Çĕмĕрле хулинче, Етĕрне, Тăвай, Пăрачкав, Сĕнтĕрвăрри, Шăмăршă районĕсенче курăмлă ĕçлеççĕ.

Ĕçлев службин органĕсем чи малтан пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнисене пулăшма тăрăшаççĕ.

Виктор КОВАЛЕВ,
Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕн çумĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code