Понедельник, 9 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Михаил Игнатьев: Чи кирли – хам умра тата Чăваш Ен çыннисен умĕнче тÿрĕ кăмăллă пулни

Михаил Игнатьев: Чи кирли – хам умра тата Чăваш Ен çыннисен умĕнче тÿрĕ кăмăллă пулни

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейри паллă журналистпа, режиссерпа тата телеертÿçĕпе Сергей Ломакинпа «Приложение силы» ятпа йĕркелекен кăларăмсемпе республикăра пурăнакансем кашни хутĕнче кăсăкланса паллашаççĕ. Юлашки тĕл пулу программăн эксперчĕсемпе пĕрле студири хăнăхнă лару-тăрура мар, уйрăммăн иртнĕ. Çавна май малтанхи кăларăмсенче каласа кăтартма вăхăт тупăнман, Михаил Игнатьева хăйне анчах пырса тивекен ыйтусене хускатма та, вĕсем çине хурав илме те май пулнă.

Кирек хăш регион лидерĕ – алă тупанĕ çинчи пек, унăн пурнăçĕн саманчĕсене çийĕнчех пурте пĕлеççĕ. Михаил Васильевич палăртнă тăрăх, çак тимлĕхе вăл хăнăхма ĕлкĕрнĕ. Регион ертÿçи чи малтанах – политик, халăх умĕнчи çынсене яланах сÿтсе яваççĕ, хаклаççĕ. Лару-тăру тĕрлĕрен пулать, тепĕр чухне тÿрĕ мар кăмăллă çынсем республикăра пурăнакансен туйăмĕсемпе «выляма» именмеççĕ. Апла пулин те вăл хăйне пĕр командăри çынсем ăнланнине, çакна кура пĕр чĕлхе тупса пурăнма, ĕçлеме çăмăл пулнине палăртать. Яланах юнашар, кулленхи ĕçре тĕрев паракан мăшăрне, ачисене, çывăх тусĕсене тав тăвать.

– Ачăрсем «атте, эсĕ республика ертÿçи пулман пулсан пире пурăнма чылай ансатрах пулатчĕ» тесе нихăçан та каламан-и? – тесе ыйтсан Михаил Игнатьев пытармасăр çапла хурав панă:

– Çакнашкал калаçусем пулнă. Анчах çывăх çынсем манăн ĕçе ăнланаççĕ.

Ачасене воспитани парас ыйтусем, тĕпрен илсен, мăшăр çинче пулнă. Апла пулин те ашшĕ пулнă май эпĕ вĕсене садикрен илсе килме те, ашшĕ-амăшĕн пухăвне кайма та яланах вăхăт тупма тăрăшнă. Ывăлпа тата хĕрпе пирĕн хутшăнусем яланах ырă пулнă, тата нумай-нумай çул çапла пуласса шанатăп.

«Пысăк пост йышăннă хыççăн тăванăрсенчен хăшĕ те пулин лайăх ĕçе вырнаçма, вĕренме кĕме пулăшма ыйтни пулнă-и?» – тесе ыйтсан çапла хуравланă:

– Чăваш Республикин Президенчĕн должноçне йышăнсанах ку ыйтупа тăвансемпе пухăнса калаçрăм. Çак йăла кирек хăш çемьере те пур. Вĕсем ăнланчĕç, кÿренмерĕç те. Мĕншĕн тесен пирĕн çемьере кашнийĕ хăй тăрăшса ĕçлесен анчах ăнăçу пуласса лайăх ăнланать.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ бизнесри карьерăна мар, патшалăх службине суйласа илнĕшĕн ÿкĕнмест-и? Çакăн пек шухăшсем, паллах, пулман мар. 90-мĕш çулсенче – ансат мар вăхăтра вăл 10 çул ытла ял хуçалăх предприятине ертсе пынă. Çак тапхăр шăпах лайăх шкул пулнине, яваплăха хăй çине илме вĕренмелли тапхăр пулнине йышăнать вăл.

Михаил Игнатьев патшалăх служащийĕ пулассишĕн нихăçан та çунман. Лару-тăру çапла килсе тухнă. 1996 çулхи раштавра вăл отпускра пулнă, администраци сотрудникĕсем ăна шыраса тупса Министрсен Кабинечĕн должноçри çыннисем патне калаçăва чĕннĕ. Сăмах Чăваш Республикин ял хуçалăх тата апат-çимĕç министрĕн çумĕн должноçĕ пирки пынă. Çак самантран унăн шăпи тĕпрен улшăннă. Карьерăн тепĕр тапхăрĕ – тăван Шупашкар районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ. Суйлавçăсем пĕтĕм халăхăн тÿрĕ сасăлавĕ урлă ăна çак поста шанса панă. Кирек ăçта ĕçлесен те Михаил Игнатьевшăн çынсемшĕн тăрăшасси тĕп вырăнта пулнă. Халĕ пушшех, республикăра пурăнакан кашни çыннăн шухăш-кăмăлне шута илсе ĕçлесе пурăнмалла, вĕсен шанăçне тивĕçлипе тÿрре кăлармалла, тунă йышăнусемшĕн явап тытма та пĕлмелле. Ÿкĕнÿ пирки калас пулсан, Михаил Игнатьев Шупашкарти энергетика техникумĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн çара кайиччен Çĕнĕ Шупашкарти «Химпрома» ĕçлеме вырнаçнă, кунта ĕçлесе хваттер илме те пултарнă. Анчах ялта амăшĕ пĕчченех пурăннине асра тытса вăл пурнăçне ялпа çыхăнтарма шут тытнă. Михаил Васильевич амăшне питех те хисепленĕрен унăн сăмахĕнчен иртеймен. Хваттерлĕ пулмалли меллĕ саманта вĕçертнĕ пулин те вăл телейлĕ – амăшĕпе юнашар пулса унăн пурнăçне тăснă.

– Регионсен ертÿçисем пурте тенĕ пекех – «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти членĕсем. Çĕршыв Президенчĕ вара – парти членĕ мар. Вăл çак должноçа хăй тĕллĕн кандидата тăрса суйланнă. Парти ретĕнче пулни паян Чăваш Ен Пуçлăхне хăш енĕпе те пулин ĕçлеме чăрмантармасть-и?

Михаил Игнатьев ял хуçалăх министрĕ пулса ĕçленĕ чухне Раççей Федерацийĕн Аграри партийĕн регионти уйрăмĕн ертÿçи пулнă. Анчах федераци шайĕнче пархатарлă вăйсене пĕрлештерме йышăнсан Аграри партийĕ «Пĕрлĕхлĕ Раççей» йышне кĕнĕ.

– Эпир хăй тĕллĕнех çак парти членĕсем пулса тăтăмăр. Хальхи вăхăтра «Пĕрлĕхлĕ Раççей», манăн шухăшпа, чи пархатарлă вăй, вăл пĕрлĕхе тĕпе хурать, вăл – чăн ĕçсен партийĕ, – тенĕ Михаил Игнатьев.

Республика Пуçлăхĕн шухăшĕпе, ертÿçĕн тÿрĕ кăмăллăхĕ, ĕçлес пултарулăхĕ çынсен шанăçне çирĕплетеççĕ. Пирĕн республикăра чылай çул ĕнтĕ обществăпа политика тăнăçлăхĕ хуçаланать. Халăх тупăшĕ пысăках мар пулин те, вăл ÿссех пырать. Раççей Президенчĕ те 6 çулта чухăн çынсен шутне икĕ хут чакарма тĕллев лартнă. Экономика япăх мар аталанать, республика влаçĕсем Чăваш Енре пурăнакансен тупăшне ÿстерес тĕллевпе тимлеççĕ.

Малашнехи тĕллевсем тата ĕç кăтартăвĕсем çинчен чарăнса тăнă май Михаил Игнатьев çакна палăртса каланă:

– Шел пулин те Чăваш Енре хальлĕхе пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсене планпа палăртнă чухлĕ йĕркелеме пултарайман-ха. Çакă влаçран килмен сăлтавсемпе те /предпринимательсен пĕрлĕхĕ кредитсен тыткăнне лекни, ытти сăлтав та чăрмантарнă/ çыхăннă.

Юлашки вăхăтри çитĕнÿсен шутĕнче – ял хуçалăхĕнчи ăнăçусем. Хальхи вăхăтра çак отрасль тупăшлă производство, унăн усси пысăк. Вĕрентÿ отраслĕнче – ача сачĕсен, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен строительстви.

– 3 çул каялла та эпир çĕнĕ шкулсем тума пуçласса шанман. Çийĕнчен – шкулсене тĕпрен юсама питĕ пысăк укçа уйăрнă. Медицина пулăшăвĕ çынсем пурăнакан вырăнтах пултăр тесе те нумай ĕç тунă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code