Кĕрхи призыв кампанийĕ пуçланни пирки хаçат вулаканĕсене пĕлтернĕччĕ.
Малтанах пулас салтаксем медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухаççĕ. Призыв комиссийĕ тухтăрсемпе специалистсен пĕтĕмлетĕвне тĕпе хурса, çемьери лару-тăрăва тишкерсе тивĕçлĕ йышăну тăвать.
Кĕрхи призывра Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Комсомольскипе Елчĕк районĕсен уйрăмĕ урлă пурĕ – 51, çав шутран Елчĕк районĕнчен 27 çамрăк çар ретне тăмалла. Служба срокĕ иртнĕ çулсенчи евĕрех çулталăка тăсăлĕ.