Среда, 17 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Раççей лидерĕсем»

«Раççей лидерĕсем»

Октябрĕн 10-мĕшĕнче старт илнĕ Раççей шайĕнче управленецсен хушшинче 2018-2019 çулсенче иртекен «Раççей лидерĕсем» конкурса 55 çулчченхи граждансем хутшăнма пултараççĕ.

Çакăн пирки Мускавра йĕркеленĕ пресс-конференцире пĕлтернĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн администрацийĕн ертÿçин пĕрремĕш çумĕ Сергей Кириенко палăртнă тăрăх, асăннă конкурс Владимир Путин хушăвĕпе йĕркеленет.

– Пирĕн çĕршывра кашни çыннăн хăйне евĕр талант пур. Çавна май патшалăх умĕнче тăракан тĕп тĕллев – çак таланта аталантарса çынна хăйĕн пурнăçри вырăнне тупма пулăшасси, тĕллеве пурнăçлама тивĕçлĕ условисем туса парасси.

Сергей Кириенко конкурс çĕнĕлĕхĕсем çинче те чарăнса тăнă. Халĕ асăннă конкурса кирек хăш çĕршыв гражданствине илнĕ çын та /вырăс чĕлхине тест витĕр тухас шайлăх пĕлет пулсан/ хутшăнма пултарать. Унта малтанхи евĕр 50 çулхи ÿсĕмрисем анчах мар, 55 çулчченхи граждансем те хутшăнма пултараççĕ. Кăçал çак конкурс çумне партнер-компанисем те хутшăннă. Çĕршыври 20 пысăк корпораци чи лайăх участниксене ĕç вырăнĕ сĕнме, талантсене тупса палăртас тата аталантарас енĕпе майсем туса пама тата укçа-тенкĕ хывма хатĕр.

Проект ертÿçи, «Россия – страна возможностей» пĕрлĕхĕн тĕп директорĕ Алексей Комиссаров заявкăсене кĕске вăхăтра тăратма сĕннĕ, мĕншĕн тесен çĕнĕ конкурсра конкурсантсене регистрацилес тапхăр 2 эрнерен иртмест.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code