Воскресенье, 8 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Эсир хÿтлĕхсĕр мар

Эсир хÿтлĕхсĕр мар

Иртнĕ юнкун районта психика сывлăхĕн кунĕ иртрĕ.

Çак куна çулсеренех паллă тăватпăр. Эпир пурте канăçсăрлăх, пăшăрхану, сÿрĕклĕх, вĕчĕрхенчĕклĕх, тепĕр чухне ăнланмалла мар шикленÿллĕ те пусăрăнчăклă кăмăл мĕнне пĕлетпĕр. Çак туйăмсем кашни çыннăн тĕрлĕ сăлтавпа çыхăннă. Вĕсене пĕччен ниепле те татса пама май çук.

Интернет ĕмĕрĕнче пурăнатпăр та, ыйтусен хуравне тĕрлĕ сайтсенче тупма пулĕ-ха. Анчах та чылай чухне унтан ыррине мар, усаллине кăна илме пулать. Хальхи саманара ку ытларах ачасене, мăнуксене пырса тивет. Вĕсем тĕрлĕ сетьпе усă курса сивлăхшăн сиенлĕ йăласене те хăнăхма пултараççĕ. Çавăнпа та пирĕн хушăра йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ ачасем тĕл пулаççĕ те. Вĕсене вара пирĕн, аслисен, пулăшăвĕ питĕ кирлĕ, анчах ашшĕ-амăшĕ пит ĕçлĕ-çке. Нумайăшĕн ачисен ĕç-хĕлĕпе, шухăш-кăмăлĕпе интересленме те вăхăчĕ çитмест. Е тата ашшĕ инçетре ĕçлесе çÿрет, килти хуçалăх амăшĕ çине кăна тиеннĕ пулсан; Кун пек чухне ачасем ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлаççĕ. Пĕчченлĕхре ырă мар шухăшсем кĕни те вăрттăнлăх мар. Çавăнпа та йывăрлăхпа пĕччен тăрса юлнă чухне тухтăртан пулăшу ыйтма вăтанмалла мар.

Пурнăç ĕмĕртен хурапа шурă пулăмсенчен тытăнса тăрать. Çак пурнăç саккунĕнчен иртме çуках. Чун-чĕрери йывăр пулăмсене çывăх çынна уçса парсан пуçри кирлĕ мар шухăшсем сирĕлеççех. Тухтăр йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ çын хăй ирĕкĕпе хăйне улăштарасшăн пулсан кăна пулăшаять, çавăнпа та кăмăла уçса пурнăç çине телейлĕ куçпа пăхмалла. Этем ĕмĕрĕ хăналăх кăна.

А.МОЛОСТВОВ,
психиатр тухтăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code