Воскресенье, 25 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Никама та ан пĕлтерĕр!

Никама та ан пĕлтерĕр!

Çак кунсенче Интернетри ултавçăсенчен 2 çын хур курнă.

Вăрнар районĕнче пурăнакан 25-ри хĕрарăм соцсетьри пĕлтерÿ тăрăх кредит илме шухăшланă, кредит пама шантаракан çыннăн счечĕ çине 3 пин тенкĕ куçарнă. Анчах та шантарнă кредита кĕтсе илеймен вăл.

Çĕрпÿри 49 çулхи арçын хăйне банк ĕçченĕ тесе паллаштарнă çынран çапла хыпар илнĕ: «Сирĕн карточка çинчи укçана вăрлама тăнă, сире пулăшма пултаратпăр». Чееленсе хайхи арçыннăн банк карттин реквизичĕсене ыйтса пĕлнĕ, карттă çинчи 10 пин тенкĕ укçине вăрланă.

Йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем халăха тимлĕ пулма ыйтаççĕ. Карттăпа çыхăннă информацие никама та ан пĕлтерĕр!

Н.БАЙДУГАНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code