Пятница, 11 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Ĕçне чун-чĕререн парăннă педагог

Ĕçне чун-чĕререн парăннă педагог

Мĕн çамрăкран чунра ырă йĕр хăварнăран, ачасене ашшĕ-амăшĕ пек юратса пурнăçа вĕрентнĕрен, чĕререн ăс-тăн панăран учительсем нихăçан та асăмăртан тухмаççĕ. Асăмăрта анчах мар, ĕмĕрех чĕремĕрте упранаççĕ вĕсем.

Патреккел шкулĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта тăрăшакан Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ Татьяна Никифорова социаллă педагог пирки сăмахăм.

«Çивĕч ăслă, ырă чунлă, ăшă кăмăллă пулнăран юратаççĕ ăна вĕренекенсем. Пуринпе те кăмăллă, сас хăпартмасăр, ăш пиллĕн калаçать вăл. Унăн урокĕсенче ачасем пĕр сассăр, питĕ тимлĕ итлесе лараççĕ», – Татьяна Владимировна пирки калакан çак сăмахсене час-часах илтме пулать ашшĕ-амăшĕнчен.

Татьяна Никифорова социаллă педагог тивĕçне пурнăçланисĕр пуçне музыка предметне ертсе пырать, библиотекарьте тăрăшать, çав вăхăтрах 8-мĕш класра пĕлÿ илекенсен класс ертÿçи те. Вĕренекенсене тĕрлĕ уява, конкурс-ăмăртăва хатĕрлес енĕпе пултаруллă вăл. Сценарисене кĕске вăхăтра хатĕрлесе ачан юрлас-ташлас, сăвă калас, уява ертсе пырас пултарулăхне асăрхаса вĕсене кăмăл-туйăмĕ тăрăх тĕрлĕ роль сĕнет. Унăн вĕренекенĕсем шкул тата ун тулашĕнче иртекен конкурс-тупăшусенче те малтисен ретĕнче.

Ачасен психологине тарăн пĕлекен социаллă педагогăн шкулта учетра тăракан йывăр, ăнăçсăр, тулли мар çемьесенче çитĕнекен ачасемпе, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе калаçма тивет. Кашнинех хисеплесе тата ырă сунса вăл вĕсене тĕрĕс çулпа утма хистет, вырăнлă канаш-сĕнÿпе пулăшса тăрать. Ачасен пушă вăхăтне усăллă ирттерес енĕпе те тимлет, çавна май каçхине иртекен рейдсене те хутшăнать.

Татьяна Никифорован педагогикăри стажĕ – 38 çул. Çак сахал мар çулсен хушшинче миçе ачана тарăн пĕлÿ, тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларман-ши вăл? Паянхи кун та манмаççĕ юратнă вĕрентекенне тĕрлĕ çулта вĕренсе тухнă выпускниксем, унăн сывлăхĕпе интересленсе килне пырса çÿреççĕ, шăнкăравлаççĕ, тĕл пулсан калаçса уйрăлаймаççĕ. Çакă педагогшăн пысăкран та пысăк сум, парне.

Патăрьел районĕнчи Вăрманхĕрри Шăхаль ялĕнче çуралса ÿснĕ Татьяна шкултан вĕренсе тухсан Канашри педагогика училищинче пĕлÿ илнĕ, унтан кăштах хăйĕн тăван районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче кĕçĕн классен вĕрентекенĕнче тăрăшнă. 1980 çулта шăпа хĕре Елчĕк районне илсе çитернĕ, чи малтанах вăл Елчĕк шкулĕнче тимленĕ.

1981 çулта Элекçей Тимеш каччипе Михаил Никифоровпа пĕрлешсе çемье тĕвĕленĕ вĕсем. Михаил Дмитриевич маларах физкультура учителĕнче, кайран чылай çул Элекçей Тимеш шкулĕнче директорта вăй хунă. Татьяна Владимировна çак шкултах кĕçĕн классене вĕрентнĕ, кайран шкул заведующийĕнче ĕçленĕ.

– Ĕçĕме, ачасене чун-чĕререн юрататăп. Çавăнпах суйланă та ĕнтĕ эпĕ çак профессие, – пĕлтерет кăмăллăн вĕрентекен.

Шаннă ĕçе тĕплĕн пурнăçлать вăл, пахалăха, тĕрĕслĕхе мала хурать.

Килĕшÿллĕ те туслă, пĕрне-пĕри куçран пăхса ăнланакан мăшăр 3 ача çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Сергей ывăлĕ паянхи кун ашшĕ-амăшĕпе пурăнать. Александрпа Наталья шкул хыççăн Шупашкарти И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче экономика факультетĕнче пĕлÿ илнĕ. Александр хальхи вăхăтра Шупашкарта пурăнать, налук инспекторĕнче тăрăшать. Наталья – Ульяновск хулинче самолетсем хатĕрлекен «Авиастар» заводра ертсе пыракан инженер.

Татьяна пултаруллă педагог пулнисĕр пуçне ăшă чунлă, хисеплĕ, юратнă мăшăр, ытарайми анне, ăш пиллĕ кукамай. Кил-тĕрĕшри ĕçре те правур вăл, алă ĕçĕ тума та маçтăр. Сасси шăнкăрав пек уçă та илемлĕ хĕрарăмăн. Патреккел халăх хорĕн ертÿçи Геннадий Борисов ăна 1980 çултах асăрхаса хорта юрлама сĕннĕ. Чун киленĕçне тупнăскер паянхи кун та юрлать вăл хорта, илемлĕ сассипе халăха савăнтарать.

Е.ПЕТРОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: Татьяна Никифорова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code