Среда, 5 октября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Бюджета тишкернĕ

Бюджета тишкернĕ

Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче республикăн 2019 çулхи, планпа пăхнă 2020 тата 2021 çулсенчи тапхăрти бюджечĕ çинчен калакан саккун проектне тишкерсе ырланă.

Бюджет укçи-тенкине хăш тĕллевсемпе усă курассипе финанс министрĕ Светлана Енилина тĕплĕн паллаштарнă. Çитес çулхи бюджетăн тупăш пайĕ 47,4 миллиард тенкĕпе танлашĕ. Анчах та ку юлашки цифра мар, федераци шайĕнчи министерствăсем уйăрмалли пĕтĕм укçа виçи паллă мар-ха, çавăнпа та тупăша хушмалли тивĕçлĕ тÿрлетÿсем пулмалла. Асăннă виçере хамăрăн тупăш та ÿсĕмлĕ – 28 миллиард тенкĕ. Çакă – Мускав паракан дотацисене пысăклатмалли услови.

Тăкаксене палăртнă чух Раççей Президенчĕн кăçалхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăларнă Указĕнче палăртнă стратеги аталанăвне тÿрре кăларассине тĕпе хунă. Çак ĕçсем валли кăна 7,2 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă.

Социаллă пурнăçпа культура валли – пĕтĕмпе 31,7 миллиард тенкĕ. Вĕрентÿ тÿпи – 13,4 миллиард. Çул-йĕр фондне 4,3 миллиард тивĕ. Сăмах май, çĕнĕ йĕркепе килĕшÿллĕн çул-йĕр правилисене пăснăшăн тÿлеттерекен штрафсен укçи малашне çак фонда кайĕ. Çав штрафсен çулталăкра республикăра пухăнакан виçи вара 500 миллион тенкĕ патнеллех кармашать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code