Пятница, 11 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Турра юратакансен чун-чĕри канлĕхре

Турра юратакансен чун-чĕри канлĕхре

Иртнĕ вырсарникун Елчĕк тăрăхĕнче Канаш тата Тăвай епископĕ Преосвященнейший Стефан пулса курнă. Вăл ертсе пынипе Турă Амăшĕн ятне асăнса çĕклесе лартнă Покров Пресвятой Богородицы ячĕпе хисепленсе тăракан Турханти чиркÿре çиччĕмĕш Вселенский собора хутшăннă таса Аттемĕрсене асăнса кĕлĕ иртнĕ.

Чиркÿре халăх лăк тулли. Турра юратакан ашшĕ-амăшĕ ачи-пăчине те апат кĕллинчен хăварман. Округри благочиннăй Александр атте, вырăнти чиркÿ настоятелĕ Анатолий протоиерей, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Леонард Левый, Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Мартышкин Епископа, Преосвященнейший Стефана чыслăн кĕтсе илнĕ хыççăн палăртнă вăхăтра Литурги пуçланнă.

Ун хыççăн Епископ, Преосвященнейший Стефан вĕрентсе калани те чун-чĕрене кĕрсе вырнаçмалла: «Христос Туррăмăр астутарса каланă пек, хамăра хамăр юратнă пек – ытти çынсене те юратса пурăнар, йывăрлăхра пĕр-пĕрне пулăшар, ăнланса пурăнар», – тенĕ. Ун хыççăн пурне те пил панă. Туррăн юратăвĕ районта пурăнакан кашни çын патне çиттĕрех.

…Тăрăм ялĕнче пурăнакансемшĕн те Турă пÿрни – кунта Çветтуй Михаил Архангел ятне асăнса чиркÿ хăпартма тытăнни – чăн-чăн телей. Епископ, Преосвященнейший Стефан кунти строительство ĕçĕсем епле пынипе те паллашнă, сăваплă та пархатарлă ĕçе пуçаракансене чун-чĕререн тав тунă, малашлăхра ăнăçусем суннă. Çапла пултăр, Турă пулăшса пытăрах.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code