Среда, 21 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ăнăçлă шырав

Ăнăçлă шырав

Октябрĕн 15-19-мĕшĕсенче пирĕн районта археологи экспедицийĕ ĕçленĕ. Ăна Чăваш Патшалăх гуманитари институчĕн сотрудникĕ Е.Михайлов ертсе пынă. Археологи ĕçне И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУри 2-мĕш курс студенчĕсем В.Ивановпа В.Григорьев хутшăннă.

Шуршу ялĕ çывăхĕнчи «Чăваш масарĕ» çинче шăтăк алтнă /ку масар çинчен пуçласа 1920 çулта К.В. Элле асăннă/. Виçĕ вил тăприне тĕпчесен çакă паллă пулнă: кунта аслă ăрури çынна, çамрăка тата ачана пытарнă пулнă. Вĕсене Христос тĕнне йышăничченех 17-мĕш ĕмĕрте чăвашсен йăли-йĕркипе пытарни паллă. Çак вырăнта археологсем икĕ укçа тата хуçăлнă тимĕр çĕçĕ тупнă. Аслă çулти çынна икĕ енчен йывăç хурса пытарнă, пуçĕ тĕлĕнче юпа пулни паллă. Экспедици вăхăтĕнче çуран çÿресе Шуршу, Хăвăлçырма, Кÿлпуç тата Аслă Таяпа ялĕсене те çитсе килнĕ археологсем. Шуршу ялĕ çывăхĕнче çĕнĕ археологи палăкĕ – пăлхарсем пурăннă селищене? ял вырăнĕ/ тупса палăртнă. Шыравçăсем хирте X-XIII ĕмĕрсенчи савăт-сапа ванчăкĕсене тупнă. Хăвăлçырма ялĕнчи шкулти музейра археологи тата палеонтологи вăхăтĕнчи япаласене ÿкерттерсе илнĕ вĕсем. Чи кăсăкли тата интересли – XII-XIII ĕмĕрсенчи кĕске авăрлă йывăр пуçлă чукмар пулнă. Хăвăлçырмари тата Кÿлпуç ялĕсенчи икĕ кивĕ масара пăхса тухнă.

Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕнче археологи тата палеонтологи вăхăчĕпе çыхăннă япаласем те чылай. Экспозицинче интереслисем шутĕнче икĕ чултан тунă хатĕрсем – бронза ĕмĕрĕнчи шĕвĕр кĕтеслĕ пуртă тата çав ĕмĕрти кисеп шутланса тăраççĕ. Археологи ĕçĕсене йĕркелекенсем Аслă Таяпа шкул директорне В.Малова, Шуршури В.Черновпа А.Павловăна тата пулăшма кăмăл тунă ытти çынсене тав сăмахĕ калаççĕ.

С.СТЕПАНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code