Пятница, 11 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çемье пуçĕ – 70 çулта

Çемье пуçĕ – 70 çулта

Шăкăл-шăкăл калаçса, çур сăмахран ăнланса чылай çул пĕрле пурăнакан мăшăрсем сахал мар пирĕн хушăмăрта. Çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче çакăн евĕр çемьесем.

Валерий Христофоровичпа Римма Георгиевна Павловсем Елчĕкри Заводская урамра пурăнаççĕ. Вĕсен çурчĕ умне пырса чарăнсанах хуçисен типтерлĕхĕ тата ĕçченлĕхĕ куç умне тухса тăрать. Пÿрт умĕнче, пахчара çитĕнекен йывăç-тĕмсем, хитрелĕхĕпе илĕртекен чечексем, пур çĕрте те тасалăх хуçаланни – çаксем йăлтах кил хуçи хĕрарăмĕ тирпей-илеме юратнине, ырă та савăк чунлă пулнине çирĕплетеççĕ. Хăнана килекен мăнукĕсене савăнса ярăнма хатĕрленĕ таканкки, меллĕн вырнаçса ларма ăсталанă сак, çуртри, кил-тĕрĕшри кашни япала çемье пуçĕ ылтăн алăллă пулнине, платник ĕçне чунтан юратнине, тимĕре тата ытти хатĕре «чун» кĕртме пултарнине кăтартса параççĕ. Павловсем килен-каяна тарават тата ăшă чунлă пулни тÿрех курăнчĕ.

– Айтăр-ха, пÿрте кĕрер-ха, – терĕ алăка уçма тухнă Римма Георгиевна эпĕ мĕн сăлтавпа килнине пĕлсен.

Сăлтавĕ те пысăк – чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче çемье пуçĕ Валерий Христофорович хăйĕн 70 çулхи юбилейне паллă тăвать.

Пĕр-пĕринпе ăшшăн калаçса ларнă май сăмах çăмхи сÿтĕлчĕ те сÿтĕлчĕ. Çичĕ теçетке çула хыçа хăваракан çыннăн, пурнăç çулĕпе пĕр-пĕринпе алла-аллăн тытăнса, пĕр çăвартан пурăнса 46 çул утăмлакан мăшăрăн пĕтĕм кун-çулĕ куç умне тухса тăчĕ. Вĕсен калаçăвне, тыткаларăшне сăнанă май çамрăк чухнехи ăшă та çепĕç туйăмĕсем çулсем иртсен те çухалманнине, мăшăр ватлăхра та пĕр-пĕриншĕн çирĕп тĕрек пулнине асăрхарăм.

Валерий Павлов 1948 çулта Элекçей Тимешри Варвара Петровнăпа Христофор Тимофеевич Павловсен çемйинче кун çути курнă. 5 ывăлтан чи асли пулнă вăл. Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕ Христофор Тимофеевич фашистсене хирĕç 1942-1945 çулсенче 1-мĕш Беларусь фрончĕн 11-мĕш танк корпусĕн 20-мĕш танк бригадинче артиллерист-наводчик пулса çапăçнă. Вăрçăн тусанлă та юнлă çулĕпе Берлина çитме, тăван яла ырă-сывă таврăнма пÿрнĕ ăна шăпа. Ачисене те патриот пулма, çар ĕçне юратма хăнăхтарнă ветеран-фронтовик. Çавна май унăн ывăлĕсемпе мăнукĕсем хушшинче çар ĕçне суйласа илсе пурнăçĕсене Тăван çĕршыва сыхлассине халалланисем йышлă.

Валерий шăпине тăван тăрăхпа çыхăнтарнă. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Канашри 1-мĕш номерлĕ СПТУра вĕренсе водитель, тракторист, экскаваторщик, электрогазосварщик профессийĕсене алла илнĕ, пĕр хушă Елчĕкри сельхозтехника предприятийĕнче слесарь-монтажник пулса тăрăшнă. Çар тивĕçне пурнăçланă хыççăн вăл Элекçей Тимешри кирпĕч заводĕнче экскаваторщикра вăй хунă. Каярах Елчĕкри крахмал туса кăларакан завода ĕçлеме вырнаçнă та мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен электрогазосварщик, экскаваторщик пулса тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та пушă ларман вăл – Елчĕкри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта 5 çул хуралçăра ĕçленĕ. Шантарнă сăмаха яланах тытма пĕлнипе, шаннă ĕçе тÿрĕ те таса кăмăлпа пурнăçланипе, ĕçне чун-чĕререн юратнипе палăрса тăрать Валерий Христофорович, çавна май сахал мар наградăна тивĕçнĕ. Сварщик пулнă май таврари ялсенче пурăнакансене чылай ĕç туса пулăшнă, кил-тĕрĕшре усă курмалли тĕрлĕ хатĕр /сак-тенкел, карта, мунча кăмаки тата ытти те/ туса панă.

– Эсир Çĕнĕ Эйпеç хĕрĕ пулнă. Мĕнлерех лару-тăрура паллашнă пулас мăшăрăрпа, хăçан асăрханă пĕр-пĕрне? – ыйтатăп кил хуçи хĕрарăмĕнчен.

– Элекçей Тимеш каччисем пирĕн яла час-часах килсе çÿретчĕç. Çуллаччĕ ун чухне. Юлташĕсен ушкăнĕнчи Валерий хама сăнанине туйрăм. Пит çывăхах та калаçман маларах. Унтанпа икĕ уйăх иртнĕччĕ пулĕ, тантăш хĕрпе фермăран таврăнатпăр пĕринче, ума пĕр машина чарăнчĕ. Кабинăра Валерий те пур. «Айтăр, хĕрсем, çула май лартса каятпăр сире ялăра», – теççĕ кабинăрисем. Çак каç мана вăрлама килни пирки тĕшмĕртме те пултарайман эпĕ, – аса илет иртнине Римма Георгиевна.

Римма Анфиса Николаевнăпа Георгий Васильевич Канжелевсен çемйинче çитĕннĕ. Çичĕ ачана кун çути парнелесе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă вĕсен ашшĕ-амăшĕ. Хĕр ун чухне медицина училищинчен вĕренсе тухнă, вăхăтлăха Люба аппăшне пулăшма фермăна çÿренĕ. Аслă Пăла Тимешри фельдшер пунктне ĕçлеме вырнаçнă медсестран тепĕр кунне пуçласа ĕçе тухмалла пулнă. Пĕрре курсах кăмăлласа пăрахнă хитре те сăпайлă, типтерлĕ те ĕçчен Риммăна Валерий те вĕçертесшĕн пулман ахăр. Кĕр мăнтăрĕпе туй кĕрлеттернĕ çамрăксем.

Мăшăрĕн ашшĕ-амăшĕ çĕнĕ çынна ăшшăн йышăннă.

– Пирĕн хĕр çук, ывăлсем анчах. Эсĕ вара халь хĕрĕмĕр вырăнĕнче пулăн, – тенĕ ăна пăянамăшĕ Варвара Петровна качча илсе килнĕ кунах кăмăллăн.

Вăл та Çĕнĕ Эйпеç хĕрĕ пулнăран кинĕпе хунямăшĕ тÿрех пĕр чĕлхе тупнă. Римма Павлова малтанах Елчĕкри санитарипе эпидемиологи станцине ĕçлеме вырнаçнă, каярах Елчĕкри тĕп больницăра чылай çул ача-пăча уйрăмĕнче медсестрара тăрăшнă. Килĕшÿллĕ çемьере 3 ача пĕрин хыççăн тепри тĕнчене килнĕ. Пĕринчен тепри маттур çитĕннĕ вĕсем. Павловсем ытти чылай çемье пек ĕне тата ытти выльăх усранă. Çемье çу каçа сухан, севок, чĕкĕнтĕр пайĕсем çинче пилĕк авнă. Ачисене ĕçпе пиçĕхтерсе çитĕнтернĕ.

– Пĕр-пĕрне ăнланса пыни тата тĕрек пулни пурнăçри пур йывăрлăха та çĕнтерме пулăшать. Хам ĕçре чухне ĕне сăвас тата ачасене пăхас тивĕçе мăшăрăм хăй çине илнĕ, ачасем ăна пулăшса пынă, – тет Римма Георгиевна.

– Мĕнлерех çын пурнăçра сирĕн мăшăр? – ыйтатăп унран.

– Лăпкă, ĕçчен, яланах ĕçшĕн çунакан çын. Тавах, Турра, çакăн евĕр мăшăр пилленĕшĕн.

– Ытарайми хаклă атте, пире ырă канаш-сĕнÿпе пулăшакан. Тÿрĕлĕхе мала хуракан, яланах тĕрĕс çын пулма, тĕрĕс çулпа утма хавхаланатаракан вăл, – калаçăва хутшăнаççĕ ачисем ашшĕ пирки сăмах пынă чух.

Ачисем пурте вĕренсе пурнăç çулĕ çине тăнă. Владислав Челябинск хулинче танк училищинче вĕреннĕ хыççăн пурнăçне çар ĕçĕпе çыхăнтарнă, халĕ Çĕмĕрлери автофургонсен комбинатĕнче контролерта ĕçлет. Ирина – педагог-психолог, вăл Мускав облаçĕнче Солнечногорск хулинче пурăнать, ача садĕнче тăрăшать. Павел И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренсе экономист профессине алла илнĕ, Шупашкарта суту-илÿ енĕпе ĕçлет. «Пысăк тав аттепе аннене, пире çуратса ÿстерсе ура çине тăратнăшăн, вĕрентсе çын тунăшăн, – теççĕ вĕсем кăмăлтан. – Каçарсамăр пире пуриншĕн те. Тен, эсир кĕтнĕ пек час-часах килсе те çÿрейместпĕр. Тен, кÿрентернĕ те хăш чух. Сирĕн умăрта эпир ĕмĕрех парăмра, ырă кăмăлăршăн, пире тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстерсе çын тунăшăн сирĕн умăрта пуçăмăрсене çĕре çити таятпăр».

Валерий Христофорович Павлова сумлă юбилей ячĕпе мăшăрĕ, ачисем, кинĕсемпе кĕрÿшĕ, мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕ, çывăх тăванĕсем чун-чĕререн саламласа ырлăх-сывлăх, телей, канлĕ ватлăх, пурнăç çулĕпе малашне те хавхаланса утма ăнăçусемпе çитĕнÿсем сунаççĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Павловсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code