Понедельник, Июнь 21, 2021   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Физкультура и спорт > Баскетболла вылянă

Баскетболла вылянă

«Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» акцие хутшăнса Патреккел шкулĕнчи спорт залĕнче 2003 çулхи тата унран кĕçĕнрех ачасем хушшинче баскетболла выляссипе юлташла ăмăрту иртнĕ.

Тутарстан Республикинчи Лащăпуç шкулĕнчи вĕренекенсемпе Патреккелсем туслă пурăнаççĕ, тăтăшах тĕрлĕ енлĕ тĕл пулусем ирттереççĕ, спорт ăмăртăвĕсенче час-часах тупăшаççĕ. Хальхинче те шкул ачисем хушшинче тупăшу çивĕч пынă. Патреккелсем хăнасене 76:43 шутпа çĕнтернĕ. Уйрăмах С.Карсаков, Е.Шахеев, А.Милехин вăйăра ăста та çивĕч пулнипе палăрнă.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code