Пятница, 11 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Наркăмăшран упранар

Наркăмăшран упранар

Наркотик хатĕрĕсем питех те хăрушă пулнине пĕлетпĕр, сиенĕ пирки кулленех илтетпĕр пулсан та унăн серепине çакланакансен йышĕ пысăк.

2018 çулхи ноябрĕн 12-23-мĕшĕсенче пĕтĕм Раççей шайĕнче «Вилĕмпе ăçта суту-илÿ тунине пĕлтер» ятпа наркотике хирĕçле акци иртет. Наркотикпе суту-илÿ тăвассине, унпа усă курассине хирĕç кĕрешес тата профилактикăлас ĕçе общественноçа анлă явăçтарас, ку енĕпе оперативлă информаци йышăнас, наркоманипе чирлисене вăхăтра консультаци тата сиплев пулăшăвĕ парас тĕллевпе йĕркелеççĕ ăна.

Инкек тÿснисем тата наркотикпе суту-илÿ тăвакансем пирки хыпар пулсан районти полици пайне шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр.

Э.НИКОНОВ,
полицин Елчĕк районĕнчи пайĕн начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code