Вторник, Январь 25, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тимлĕхе çухатар мар

Тимлĕхе çухатар мар

Кăçалхи 10 уйăхра пирĕн районта 16 пушар тухнине, 5 çын вилнине регистрациленĕ. Вут-кăвар 1300 пин тенкĕлĕх сиен кÿнĕ. «Хĕрлĕ автан» ытларах Курнавăш, Елчĕк, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕсенче алхаснă.

Вут-кăвар алхаснин тĕп сăлтавĕсем: электричествăпа тата йăлара усă куракан приборсемпе, вут-çулăмпа асăрханусăр пулни, кăмакасемпе усă курмалли йĕркесене пăхăнманни. Чи малтанах кăмакасене, котельнăйсене, ăшă генераторĕсемпе хатĕрсене, çавăн пекех çак ĕçре усă куракан мĕнпур приборсене яваплă тапхăрччен тĕплĕн тĕрĕслеттермелле тата юсамалла пулнă. Кăмакасемпе хутмалли ытти хатĕрсене стенаран тивсе илме пултарайман материалтан тунă 50х70 сантиметртан кая мар лаптăклă тимĕр листасемпе уйăрмасăр вĕсемпе усă курма вуçех юрамасть. Темшĕн-çке ытларах чухне кун пирки манса каятпăр.

Яланах асра тытмалла:

– çунакан вучаха никамсăр хăварма та, ăна асăрхаса тăрассине ачасене хушма та юрамасть;

– кăмака умĕнче вутă, хăвăрт тивсе илме пултаракан ытти япаласем те выртмалла мар;

– вут тивертнĕ чухне бензинпа, дизель топливипе, хăвăрт тивсе илекен ытти япаласемпе усă курмалла мар.

Ашшĕ-амăшĕпе аслисене тепĕр хут асăрхаттарни те вырăнсăр пулмĕ:

– шăрпăка, тиветкĕче /зажигалка/ ачасем илеймен вырăнта тытăр;

– ачасене газ тата электричество хатĕрĕсемпе хăйсем тĕллĕн усă курма, кăмака хутма ирĕк ан парăр;

– енчен те вут-кăвар сиксе тухрĕ тĕк, ачасене пĕр тăхтаса тăмасăр урама чупса тухмалли, кун пек чухне пÿртре, хваттерте пытанса юлмалла марри çинчен ăнлантарса парăр;

– пĕчĕккисене хăрушсăрлăх йĕркисем, тĕрлĕ лару-тăруран тухмалли майсем çинчен тăтăшрах каласа парăр;

– ачасем килти адреса, телефон номерне пĕлччĕр, кирлĕ пулсан районти пушар хурал пайне шăнкăравласа пĕлтерме пултарччăр. Чи кирли вара – кирек мĕнле лару-тăрура та ачасене пĕччен ан хăварăр.

Çакна асра тытăр: кил-çуртра вут-кăвар ан тухтăр тесен пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене çирĕп пăхăнмалла. Енчен те вут-çулăм тухнине асăрхарăр пулсан 112 номерпе шăнкăравлăр, хăвăрăн адресăра тĕрĕс калăр.

Пушар питĕ хăрушă. Яланах тимлĕ пулар.

С.САРДАЕВ,
пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕн инспекторĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code