Воскресенье, 19 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çирĕклĕ Шăхаль команди – чемпион

Çирĕклĕ Шăхаль команди – чемпион

«Улăп» ФОКра волейболла выляс енĕпе район чемпионачĕ иртнĕ.

Малтанхи вăйăсем икĕ ушкăнта иртнĕ. Финала Çирĕклĕ Шăхальсемпе Елчĕксем, Курнавăшсемпе Аслă Пăла Тимешсем тухнă. Çурма финалти çивĕч кĕрешÿре Елчĕк ял тăрăхĕн команди Курнавăшсене 2:1, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн команди Аслă Пăла Тимешсене 2:0 шутпа парăнтарса финала тухнă. Виççĕмĕш вырăншăн Курнавăшсемпе Аслă Пăла Тимешсем вылянă, Курнавăшсем çĕнтернĕ. Район чемпионĕсем – Çирĕклĕ Шăхальсем. Вĕсем пĕрре те выляса яман. Финалта Елчĕксене парăнтарнă. «Чи лайăх тапăнса вылякан», «Чи лайăх пас паракан», «Чи лайăх хÿтĕлевçĕ» ятсене Артур Васильев /Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕ/, Алексей Плотников /Елчĕк ял тăрăхĕ/, Александр Купташкин /Курнавăш ял тăрăхĕ/ çĕнсе илнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code