Понедельник, 20 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чунри хĕвелпе çуталать

Чунри хĕвелпе çуталать

Йышлă çемьере ÿссе çитĕннĕ Эльвира пĕчченлĕхе юратмасть. Кĕçĕнни тесе ачашланса ÿсмен вăл, мĕн пĕчĕкрен амăшĕ çумне тăрса колхоз уйăрса панă выльăх кăшманне çум курăкран тасатнă, кĕркунне ăнса пулнă тымар çимĕçе автомашина çине тиенĕ… Тата пĕчĕкрех чухне амăшĕ, Юлия Петровна, сысна ферминче вăй хунăран хĕр ача ытларах чухне килте ашшĕпе ларнă. Илья Корнилович ачаран сусăр пулнăран кил-тĕрĕшре аппаланнă. Ачисене пăхасси, воспитани парасси те ытларах килти çынна лекнĕ. Ашшĕ икĕ хĕрĕпе пилĕк ывăлне хĕнесе ăс кĕртмен, куçпа пăхса хăратнă, пĕтĕм ĕçе сăмахпа контрольлесе тăнă. Кĕçĕнни ашшĕ çумĕнче пулнăран ăна шкул парти хушшине ларичченех ăс-тăн вăййисене, уйрăмах шашка-шахматла, выляма вĕрентнĕ.

– Ачалăх савăнăçлă иртнĕ пирĕн, – тет вăл ырă кăмăллă ашшĕпе ăш пиллĕ амăшне куç умне кăларса тăратса. – Йывăр тăприсем çăмăл пулччăр, – вĕсен ячĕсене чиркÿре асăнтарсах тăрать хĕрĕ. – Ачасем пире курса воспитани илеççĕ. Вĕсемшĕн пирĕн яланах ырă тĕслĕх пулмалла. Пире атте-анне çапла вĕрентнĕ.

Мословсен çемйи тату та килĕштерсе пурăннă. Вĕсен ачи-пăчи, ялта виççĕмĕш çемье, телевизор курнă, велосипедпа ярăнса ÿснĕ, магнитофонпа юрăсем итленĕ. Ашшĕ ăста купăсçă пулнăран юрă-кĕвĕ тĕнчинчен аякра тăман пĕр тăвансем.

Эльвира ялти шкулта чун хавалĕпе, çунатланса вĕреннĕ. Пултаруллă хĕр ача вăтам шкул хыççăн Чăваш патшалăх университетне физикăпа математика факультетне вĕренме кĕнĕ. Анчах нумай вĕренеймен унта, çемьери пысăк сăлтавсене пула, пĕртен-пĕр аппăшĕ çĕре кĕрсен, вăл куçăмсăр майпа вĕренме пуçланă. Хальхинче мал ĕмĕтлĕ хĕр специальноçне те урăххине – чăваш чĕлхипе литературин учительне суйласа илнĕ. Хулара ĕç шыранă май тĕп почтамта çитнĕ. Виçĕ çул почта çыхăну уйрăмĕнче операторта тăрăшсан яла канма килнĕ хĕре шкул директорĕ Петр Михайлович Смирнов хăйĕн патне чĕнтернĕ. Шкулта пионервожатăй кирлĕ, унта ĕçлеме сĕннĕ вăл çамрăка. Сакăр çул тăван шкулти ачасемпе пĕр чĕлхе тупнă пионервожатăя каярахпа директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумне лартнă. 2015 çулччен тăрăшнă Эльвира Ильинична яваплă должноçра. Çак тапхăрта шкул ачисем район, республика шайĕнче тĕрлĕ енĕпе пысăк ÿсĕмсем тунă. Шкулта, ун тулашĕнче вĕренекенсемпе ирттернĕ ăмăрту, вăйă-конкурс ăна малалла талпăнма хистенĕ.

Эльвира Ильинична пурнăç çулне ачасемпе çыхăнтарма пулăшнă хисеплĕ çынна, Петр Смирнов директора, ĕмĕр тăршшĕпех тав тăвать.

– Ачасемсĕр пурăнаймастăп. Вĕсен савăнăçлă сасси, кулли янрасан хама пин хут телейлĕ туятăп. Вĕсемпе ачалăха кĕрсе ÿкетĕн те çулсем иртнине те сисместĕн, – тет ăшă чунлă учитель.

Шкулти ачасен ĕç бригадине ертсе пынă-и вăл, е ачасене поход-экскурсие илсе кайнă – чи малтан вĕренекенсемшĕн чи çывăх юлташ вырăнĕнче пулма тăрăшнă. Хăйсен чăн-чăн шухăшне палăртма пултаракан ача пурнăçра çухалса каймастех. Çакна хăнăхтарнă та вăл. Тĕрлĕ лару-тăру сиксе тухать шкул ачисем хушшинче, вĕсене вăхăтĕнче ăнланма, пулăшма тăрăшнăран каярахпа выпускниксем: «Тавтапуç», – тесе каланине пĕрре мар илтнĕ.

Курнавăш шкулĕнче ĕçленĕ вăхăтра тивĕçнĕ дипломсемпе Хисеп грамотисем йышлă унăн. Вĕсене типтерлĕн упрать. «Хăйне кура пурнăç историйĕ вăл», – тет педагог.

1990 çулхи çурла уйăхĕнче Эльвира туслă çÿренĕ ял каччипе /ăна хĕр салтака ăсатса янă, Афганистан вăрçинчен кĕтсе илнĕ/ Ардалион Смирновпа çемье çавăрнă. Савнă мăшăрĕ, çемье тĕревĕ, хальхи вăхăтра Мускава ĕçлеме çÿрет. Килте час-часах пулайманран ачисем ытларах амăшĕ çине тиеннĕ.

Çамрăк мăшăр 13 çул тĕп килте пурăннă хыççăн /хунямăшĕпе пĕр чĕлхерен пурăннă кин/ ялта кивĕ çурт туяннă, унта виçĕ ачипе пурăнма куçнă. Ачасене юратакан учитель яланах йышлă çемьене ĕмĕтленнĕ. Çапла вара Смирновсем пилĕк ачаллă пулса тăнă. Пĕчĕк пÿрт ача сассипе тулнăран амăшĕн чунри хĕвелĕ çуталнăçемĕн çуталнă, пепкисене тĕрĕс-тĕкел, ырă-сывă çитĕнтерес тесе ăнтăлнă. Çĕрĕ-çĕрĕпе куç хупмасăр ларнă каçсем хыçала юлнă ĕнтĕ. Ача ÿстернĕ чухне вут-çулăмпа çунать амăшĕ, çапах нăйкăшмасть, малалла талпăнать.

Пилĕк ачаллă çемьене патшалăх та пулăшу аллине тăснă. Вĕсене тÿлевсĕр çурт туса панă.

– Паллах, эпир ачасене патшалăх çине шанса çуратман, çапах Правительство нумай ачаллă çемьесене пысăк тимлĕх уйăрни кашни амăшĕн кăмăлне çĕклет. Тавах пуçлăхсене, – тет Эльвира Ильинична.

Паян Смирновсен пысăк та хăтлă çуртĕнче кĕçĕннисен, йĕкĕреш ывăлсен, сасси ытларах янăрать. Данилпа Кирилл саккăрмĕш класра вĕренеççĕ. Аслисем ăшă йăваран тухса кайнă. Наташа, Анжела, Таня аслă шкулсенче пĕлÿ илнĕ. Аслă хĕрĕ çемьеллĕ. Икĕ мăнукпа киленеççĕ кукамăшĕпе кукашшĕ.

Йышлă çемьере çитĕнекен ачасем мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхнă. Вĕсен картишĕ яланах ĕне выльăхпа тулли. Ашшĕпе амăшĕ ĕçрен часах килеймен вăхăтра ачисем выльăх-чĕрлĕхне пăхнă, хĕрĕсем ĕне сунă. Пĕр тăвансем туслăха, тăванлăха туйса ÿсеççĕ.

Хальхи вăхăтра Эльвира Ильинична Елчĕкри ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртне ертсе пырать. Хăйне шанса панă тивĕçе чун хавалĕпе пурнăçлать. Ун пит-куçĕнче яланах кулă çиçет, уçă кăмăллăскер çынна кирек мĕнле лару-тăрура та пулăшма хатĕр.

Йышлă та тату çемье пуçтарăнсан ăшă та тараватлă çурт савăнăçпа кĕрлесе тăрать. Паян шăпах çакăн пек паллă кун вĕсен кил-çуртĕнче. Пилĕк ача амăшĕ 50 çулхи юбилейне паллă тăвать. Савнă мăшăрĕ, ачисем, çывăх тăванĕсем ăш пиллĕ, нихăçан та пуçа усман хĕрарăма саламлаççĕ, ачисем ытарайми амăшĕ валли чĕререн тухакан сăмахсемпе парнесем хатĕрленĕ. Йышпа савăнма та, пĕрле ĕçлеме те, спортпа туслашма та лайăх çав. Юр ларсассăнах, акă, çемье йĕлтĕр çине тăрать. Ку Смирновсен юратнă спорчĕ…

В.ВАНЮШКИНА.

Смирновсен çемье архивĕнчи сăн ÿкерчĕк /2012 çул/.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code