Понедельник, 22 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > …Çак çĕр çинче эсĕ пуртан Эпир нумаййăн пĕр тăван…

…Çак çĕр çинче эсĕ пуртан Эпир нумаййăн пĕр тăван…

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 1998 çулхи январĕн 30-мĕшĕнчи указĕпе килĕшÿллĕн эпир кашни çулах ноябрĕн юлашки вырсарникунĕнче Аннен кунне паллă тăватпăр.

Çак куна халалласа районти ЗАГС пайĕнче «Пире шăпа пĕрле пулма пилленĕ» уяв иртрĕ. Унта ялсенчи хисеплĕ мăшăрсене, ачисене çирĕп ура çине тăратнă, ĕçре чунне парса тăрăшнă çемьесене чĕннĕ. Аслă Елчĕкри Петр Александровичпа Людмила Александровна Горшковсем 45 çул, Тÿскелĕнчи Виктор Семеновичпа Раиса Васильевна Елкинсем, Кĕçĕн Таяпари Геннадий Александровичпа Нина Александровна Изосимовсем 50 çул пĕр сукмака такăрлатаççĕ. Вĕсен кун-çулĕ пирки ЗАГС пайĕн тĕп специалисчĕ В.Спиридонова каласа пачĕ. Сумлă мăшăрсем хăйсем те çемье çавăрнă кунсене ытарлăн аса илчĕç. Çак самантра самана таппипе тан пыракан кĕмĕл çÿçлĕ арçынсен, çирĕп хул-çурăмлă мăшăрĕ çумĕнче йăл кулса тăракан сăпайлă та ăш пиллĕ хĕрарăмсен пит-куçĕ савăнăçпа тулчĕ. Çамрăклăх куç умне тухса тăрсан епле юратуллăн тапмĕ вун çиччĕри пекех хĕмленекен чĕре. Виктор Елкин мăшăрне халалланă сăвă та вуларĕ.

Сапфир, ылтăн туй кĕрекинче ларнă Горшковсемпе Елкинсем, Изосимовсем ЗАГС пайĕн Хисеп кĕнекине алă пусрĕç. Ачисене çирĕп воспитани парса пурнăç çулĕ çине тăратнă мăшăрсем паян темиçе хутчен кукаçи-кукамай, асатте-асанне ята тивĕçнĕ. Халĕ вĕсем мăнукĕсене воспитани парас тесе те тимлеççĕ.

Уява хутшăннă хисеплĕ мăшăрсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин саламларĕ, çамрăксене çĕр çинчи чи хаклă çынсене – аннесене хисеплемеллине, вĕсене сывă чухне лайăх пăхмаллине палăртрĕ.

Юбилярсем çавăн пекех ЗАГС пайĕн начальникĕн Н.Баймушкинан, РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи пайĕн пуçлăхĕн З.Яковлеван, районти централизациленĕ клуб тытăмĕн директорĕн М.Демьянован, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен, юбилярсем вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă ĕç вырăнĕсен представителĕсен, ачисемпе тăванĕсен салам сăмахĕсене йышăнчĕç.

Культура ĕçченĕсем анне çинчен çырнă юрăсем шăрантарчĕç, сăвăсем вуларĕç.

Сăн ÿкерчĕкре: Горшковсем, Елкинсем, Изосимовсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code