Понедельник, 9 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Дружинниксем ăмăртнă

Ĕнер республикăра дружинниксен хушшинче «Чи лайăх халăх дружинникне палăртасси» ятпа конкурс иртнĕ.

Спортăн тĕрлĕ тĕсĕнче – çуран чупасси, тăршшĕне сикесси, пăшалтан тĕл пересси тата ытти те – тĕрĕсленнĕ вĕсем, ăс-тăн çивĕчлĕхне палăртакан тестсем витĕр тухнă.

Елчĕк районĕнчи халăх дружинникĕсен чысне Николай Волков /Аслă Елчĕк/ хÿтĕленĕ.

 

Халăх ирĕкне хÿтĕлесе

2000 çулхи ноябрĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Патшалăх Канашĕ Чăваш Республикин çĕнĕ Конституцине йышăннă.

Çак куна халалласа Елчĕкри тĕп библиотекăри краеведени уйрăмĕн ертÿçи Л.Зайцева вулакансемпе «Конституци халăх ирĕкне хÿтĕлет» ятпа калаçу йĕркеленĕ. Людмила Александровна патшалăхăн ĕçĕ-хĕлĕн тĕп тĕллевĕ – этеме ирĕклĕн аталанма тата пурăнма тивĕçлĕ майсем туса парасси пулнине палăртнă май сăмахĕсене тĕслĕхсемпе çирĕплетсе кăтартнă.

Сăмах май, Раççей Федерацийĕн Конституцине йышăннăранпа 25 çул çитнине халалласа 2018 çулхи декабрĕн 3-мĕшĕнчен /16:45/ пуçласа декабрĕн 10-мĕшĕччен /12:00/ çĕршывра право диктанчĕ иртет. Кашни гражданинах онлайн мелĕпе http://юрдиктант.рф сайта кĕрсе диктант çырма пултарать.

 

Аслă Çĕнтерÿ тĕлне

Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнĕ тĕле халалласа Чăваш Енре «Манăн çемье Тăван çĕршывăн аслă вăрçин историйĕнче» ятпа сайт /www.победители21.рф/ йĕркеленĕ.

Президент гранчĕсен фончĕ пулăшнипе «Радуга» культурăпа курав центрĕ çак ятпах социаллă проект пурнăçа кĕртет. Унăн тĕп тĕллевĕ – хамăр тăрăхра пурăнакан кашни ветеран-фронтовик пирки çырса юласси, вĕсен паттăрлăхне асра тытасси. Пирĕн районта пурăнакансем те вăрçа хутшăннă хăйсен тăванĕсем пирки çырнă материалсене, сăн ÿкерчĕксене маларах асăннă сайта вырнаçтарма ярса пама пултараççĕ. 2019 çулхи февралĕн 28-мĕшĕччен сайта лартнă материалсемпе сăн ÿкерчĕксене конкурс валли йышăнĕç. Ыйтусем пулсан /8352/ 31-50-50 номерпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме май пур.

 

Акцие хастар хутшăннă

«Санăн професси суйлавĕ»ятпа волонтер-профориентаторсен хушшинче иртекен республика шайĕнчи акцие Елчĕк шкулĕ хастар хутшăннă.

Пулас выпускниксем çак кунсенче Елчĕкри тĕп больницăра пулса кунти лару-тăрупа, тĕрлĕ уйрăмра тăрăшакан медицина ĕçченĕсемпе курнăçнă. Общественноçпа çыхăнса ĕçлекен специалист Антонина Александрова шкул ачисене тĕрлĕ темăпа хатĕрленĕ видеороликсемпе паллаштарнă.

Вĕренекенсем тĕл пулупа кăмăллă юлнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code