Понедельник, 15 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕрлĕ ыйту тишкерчĕç

Тĕрлĕ ыйту тишкерчĕç

Ĕнер район администрацийĕн пысăк залĕнче районти Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна район пуçлăхĕ – районти Депутатсен пухăвĕн председателĕ Ираида Васильева ертсе пычĕ.

Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 10 ыйтăва пăхса тухрĕç. Чи малтанах вĕсем Елчĕк район Уставне улшăнусем кĕртрĕç, ун хыççăн «Елчĕк районĕн Депутачĕсен пухăвĕн депутачĕн официаллă йĕркепе ыйтса çырасси çинчен» положение çирĕплетрĕç.

Райадминистрацин экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова Елчĕк районĕн 2019 тата планпа пăхнă 2020, 2021 çулĕсенчи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн прогнозĕпе паллаштарчĕ. Кăçал ял хуçалăх продукцине туса илесси, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, 0,7 процент ытларах пулмалла. Прогноз тăрăх, çак отрасльте продукци туса илесси 2019 çулта 1,6 процент, 2020 çулта – 3,5 процент, 2021 çулта 5 процент ÿсмелле. 2017 çулта укçа-тенкĕн пĕтĕм çăлкуçĕнчен тĕп капитала хывнă инвестицисен калăпăшĕ 283 млн тенкĕпе танлашнă пулсан, кăçал вăл 290 млн тенкĕпе, 2019 çулта 306 млн тенкĕпе танлашасса кĕтмелле. Марина Николаевна 2019 çулта муниципалитет пурлăхне приватизацилемелли прогнозлă план çинче те чарăнса тăчĕ.

Депутатсем малалла Елчĕк районĕн 2019 тата планпа пăхнă 2020, 2021 çулĕсенчи бюджетне çирĕплетрĕç. Йышăну проекчĕпе райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ Ирина Теллина паллаштарчĕ. Маларах палăртнă тăрăх, Елчĕк районĕн 2019 çулхи бюджечĕн тупăш пайĕ 304,7, 2020 çулта – 278,4, 2021 çулта 265,1 миллион тенкĕпе, расхут пайĕ 2019 çулта — 306,2, 2020 çулта – 279,9, 2021 çулта 266,6 миллион тенкĕпе танлашмалла.

Халăх суйлавçисем районти Депутатсен пухăвĕн «Елчĕк районĕн 2018 тата планпа пăхнă 2019, 2020 çулĕсенчи бюджечĕ çинчен» калакан, 2016 çулхи мартăн 29-мĕшĕнчи 8/6-с номерлĕ йышăнăвĕсене улшăнусем кĕртрĕç, 2005 çулхи ноябрĕн 18-мĕшĕнчи 2/8-с номерлĕ йышăнăва пăрахăçларĕç, район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕ çинчен калакан положение çирĕплетрĕç.

Ларура ытти ыйтусене те тишкерчĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code