Суббота, 2 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Аэропорт Андриян Николаев ячĕпе хисепленĕ

Аэропорт Андриян Николаев ячĕпе хисепленĕ

Декабрĕн 4-мĕшĕнче РФ Общество палатинче «Раççейĕн мăнаçлă ячĕсем» конкурса пĕтĕмлетнĕ.

Наци конкурсĕ ноябрĕн 12-мĕшĕнче старт илнĕ. Ăна пуçарса яракансем – Вырăс сăмахлăхĕн, Вырăс географи, Раççей истори, Раççей çар-истори пĕрлĕхĕсем.

Раççей халăхĕ çĕршыври 47 аэропорта ят пама мухтавлă ентешсене суйланă. Вĕсем – çĕршыв аталанăвне пысăк тÿпе хывнă, тĕнчере пысăк хисепе тивĕçнĕ, ĕç-хĕлĕ литературăпа, юрă-кĕвĕ, ÿнер тĕнчипе çыхăннă, ăслăлăхра, географире çĕнĕлĕхсем тупнă, çарта, промышленноçра, экономикăра çитĕнÿсем тунă çынсем.

Конкурс темиçе тапхăрпа иртнĕ. Пĕрремĕшĕнче ăмăртăва хутшăнакан хуласене палăртнă. Вĕсен шутне Шупашкарти аэропорт та кĕнĕ. Иккĕмĕш тапхăрта мухтавлă ентешсене суйланă. Çапла вара проекта çĕршыври 47 аэропорт тата 124 мухтавлă çын кĕнĕ. Виççĕмĕшĕнче çĕршыври паллă тĕпчев центрĕ социологи ыйтăмĕ йĕркелесе çав ушкăнран çĕнтерÿçĕсене суйласа илнĕ. Шупашкар аэропортне памалли çынсен йышне СССР космонавт-летчикĕ Андриян Николаев, чăваш халăхне çутта кăларнă Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев тата тĕнчипе паллă офтальмолог Святослав Федоров кĕнĕ.

Сасăлав финалĕ ноябрĕн 12-30-мĕшĕсенче иртнĕ. Çынсем Великиеимена.рф сайтра, Шупашкар хулинчи ятарлă сасăлав вырăнĕсенче тата «хĕрÿ лини» телефонĕпе «пĕр сасă – пĕр аэропорт – пĕр ят» мелпе хăйсен шухăшĕсене пĕлтерме пултарнă. Конкурса пурĕ 5525553 çын хутшăннă. Тĕп хулари аэропортшăн 58 пин ытла çын сасăланă. Чылай регионта чи нумай сасă пухнă ят çĕнтернĕ. Чăваш Енре СССР космонавт летчикĕ, авиаци генерал-майорĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ Андриян Николаев мала тухнă. Уншăн 36650 /62 процент/ çын сасăланă. Святослав Федоров – 19 процент /11664 сасă/, Иван Яковлев – 17 процент /10578 сасă/ пухнă. Çапла майпа Шупашкар аэропорчĕ малашне Андриян Николаев ячĕпе хисепленме пуçлĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code