Понедельник, 15 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Журналистсем – вĕренÿре

Журналистсем – вĕренÿре

Коррупципе кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери куна халалласа Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви йĕркеленипе Чăваш наци библиотекинче семинар иртнĕ.

Унта тĕрлĕ хулари тата районсенчи массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе пĕрле районти журналистсем те хутшăннă. Хаçат-журналта коррупцие хирĕçле темăсене çутатас енĕпе ирттернĕ конкурсăн çĕнтерÿçисене чысланă хыççăн йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем журналистсене республика тытса пыракан коррупцие хирĕçле политика, коррупци сĕмĕллĕ преступленисем пирки каласа кăтартнă.

Çак темăна массăллă информаци хатĕрĕсенче анлăн çутатасси çинче те чарăнса тăнă тĕл пулура.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code