Суббота, 15 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Почтальонсене кулленех кĕтеççĕ

Почтальонсене кулленех кĕтеççĕ

Аслă Таяпари почта çыхăну уйрăмĕнче тăрăшакансем Аслă Таяпа, Чăваш Тăрăм, Шуршу ялĕсенче пурăнакансене хаçат-журналпа тивĕçтерсе тăраççĕ.

Ольга Маркова, Надежда Галкина, Елена Смирнова, Ирина Корнилова почтальонкăсем асăннă ялсенчи куллен кĕтнĕ çынсем. Пĕтĕм Раççейри çырăнтару вунăкунлăхĕнче хаçат-журнала вулакансем уйрăмах пысăк хавхаланупа çырăннине пĕлтереççĕ вĕсем.

«Елчĕк ен» хаçата паянхи кун 3 ялти 143 çемье илсе тăрать.

– Тавах почтальонсене пире хаçат-журнал, унпа пĕрле кашни уйăхрах пенси укçине вăхăтлă парса тăнăшăн. Унсăр пуçне куллен кирлĕ таварсемпе те тивĕçтереççĕ. Халăхпа ырă та тарават вĕсем, – теççĕ кунти ватăсем почтальонсем пирки сăмах пуçарсан.

Почта çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Людмила Королева та ĕçченсемпе кăмăллă. Вĕсем плана та çулсерен вăхăтлă тултарнине хыпарлать ертÿçĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: Елена Смирновăпа Надежда Галкина почтальонсем ĕç вăхăтĕнче.

 

Йÿнĕрех хакпа çырăнса юлăр!

Юратнă вулаканăмăрсем! Декабрĕн 3-13-мĕшĕсенче «Пĕтĕм Раççейри çырăнтару вунăкунлăхĕ» акци иртет.

Çак тапхăрта почта çыхăнăвĕн районти уйрăмĕсенче 2019 çулхи пĕрремĕш çур çул валли «Елчĕк ен» хаçата 403 тенкĕ те 04 пуспа çырăнтараççĕ. Аса илтеретпĕр: ытти чухнехинчен 36 тенкĕ те 84 пус йÿнĕрех!

Шансах тăратпăр, кашни пуса шутлама пĕлекен, район хаçатне «чун çимĕçĕ» вырăнне хуракан ял çынни паянах почтальонпа тĕл пулма васкать, укçине перекетлет. Ахальтен мар чăвашсем пĕр пус тенкĕне перекетлет теççĕ.

Васкăр, туссем! Эрнере икĕ хутчен тухса тăракан район хыпарçи кашни çемьене ырă хыпар илсе килтĕр, «Елчĕк ен» сирĕн тус-юлташăр пултăр. Яланах пирĕнпе пулăр, ытарайми те хаклă вулаканăмăрсем! Çулталăк вĕçленесси шутлă кунсем юлчĕç. Кая ан юлăрах.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code