Понедельник, 15 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чĕр тавар пухар мар-и?

Чĕр тавар пухар мар-и?

Историрен çакна пĕлетпĕр, пирĕн районта пĕрлешÿллĕ хуçалăхсене 1927 çултан йĕркелеме пуçланă. Малтанхи вăхăтра пĕр-пĕр ялта икшер колхоз та пулнă. Уй-хирсене акса хăварма вара тырă пулманран ăна ирĕксĕрех халăхран пухма тивнĕ. Çак ĕçсене йĕркелесе пырас тĕллевпе хатĕрлев кантурĕ те туса хураççĕ. Вăл çултан-çул лайăх ĕçлесе пынипе палăрнă, каярахпа коллективри йыш 61 çынна çитнĕ.

1970-1975 çулсенче хатĕрлев кантурĕнче ĕçленисем лайăх ас тума тивĕçлĕ: 32 тĕрлĕ чĕр тавар хатĕрлеттĕмĕр. Чăвашпотребсоюз çирĕплетнĕ плансене кварталтан квартала, çулталăкран çулталăка туллин пурнăçласа пынă.

Тĕслĕхрен, хатĕрлевçĕсем тир пухассине лайăх йĕркелесе янăччĕ. Вырăнтах ĕçлесе хатĕрленĕ сурăх, ĕне, лаша тирĕсене Ульяновскри атă-пушмак, Киров хулинчи кĕрĕк çĕлекен, хут-хăмăра Улатăрти хутсем кăларакан фабрикăсене, çĕтĕк-çурăка Ульяновскпа Мордовири шиферпа рубероид тăвакан завода ăсатнă. Полиэтилен хатĕрлемелли план та пурччĕ. Палăртнă ĕç планне пурнăçлас тесе Чулхула облаçĕнчен усă курнă теплицăсене кÿрсе килеттĕмĕр, шăмă та, кĕленче ванчăкĕсене те пухнă – вĕсене клей тума усă курнă. Сурăх çăмне Ульяновск облаçĕнчи Ишеевка фабрикăна утиялсем тĕртекен фабрикăна тата ытти çĕре те ăсататтăмăр. Сăмах май, вăрçă вăхăтĕнчи пирки калас пулсан, ун чухне сысна тирне те хальхи пек çунтарттарман, сÿтернĕ. Вăл çĕршывшăн питĕ кирлĕ пулнă.

Нумай чĕр тавара Канашри загот-сбытбазăна леçнĕ. Эмел курăкĕсене те 10 тĕрлĕ ытла ăсатнă. Çынсем вĕсене малтан пуçтарса хатĕрлевçĕсем патне çитернĕ. Кашни ял совет территорийĕнче эмел курăкĕсене йышăнакан пунктсем, хатĕрлевçĕсем пулнă. Палăртнă расценкăсемпе килĕшÿллĕн пухнă чĕр таваршăн халăха çийĕнчех укçа-тенкĕпе тивĕçтернĕ.

Вăл çеç-и? Хатĕрлев кантурĕ ял çыннисем туса илнĕ, хăйсенчен ытлашши аш-какайпа пахча çимĕçе, çĕрулмие, пыл таранах йышăннă. Выльăх-чĕрлĕхе пусса тирпейлекен, вырăнтах кăлпасси хатĕрлекен цехсем те пулнă.

Çаксем пирки мĕншĕн аса илтĕм тетĕр; Мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра çÿлерех асăннă çак япаласем – килте усă курнă кивĕ кĕрĕк, выльăх тирĕпе сурăх çăмĕ таранах, никама та кирлĕ пулманран, пурте çырмасенче выртнине курма пулать.

Нумаях пулмасть Шупашкарта пулсан «Прием вторсырья» тесе çырнă пункт умĕнчен утса иртме тиврĕ. Çамрăк вăхăт – хамăр ĕçленĕ чухнехи самантсем тепĕр хутчен куç умне тухса тăчĕç. Килте усă курнă хыççăн пулнă ăпăр-тапăра мĕн хакпа туяннине пĕлтерсе алăк çине çакнă пĕлтерÿпе паллашрăм: 1,5 литрлă пластик савăтсене, кĕленче бутылкăсене… туянаççĕ. Хамăр патăмăрта йышăну пункчĕ уçсан мĕнле-ши?

Л.ИВАНОВА,
Елчĕкри хатĕрлев кантурĕнче ĕçленĕ экономист.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code