Воскресенье, 8 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ыйту-хурав

Ыйту-хурав

Алимент тÿлĕ-ши?

Ывăлăн ашшĕ – ют çĕршыв гражданинĕ. Вăл ача ашшĕ пулнине те йышăнмасть. Унран алимент шыраса илме пултарайăп-ши эпĕ?

Л.ВЯЗАНКИНА.

Ыйту çине Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствинчен çапла хуравларĕç:

– РФ Çемье кодексĕн 163 статйипе килĕшÿллĕн, ашшĕ-амăшĕ ачисене тивĕçлĕ пăхса ÿстермелле. Ют çĕршыв гражданинĕнчен алимент шыраса илес тесен, сирĕн хамăрăн çĕршыври суд органĕсенчен пулăшу ыйтма ирĕк пур /РФ Гражданла процессуаллă кодексăн 402 статйин 3 пункчĕ, 22 статйин 2 пайĕ/. Енчен те ача ашшĕ регистрациленнĕ çĕршывпа пирĕн çĕршыв хушшинче суд йышăнăвĕсене пурнăçлама çирĕплетнĕ икĕ енлĕ килĕшÿ пур пулсан, сирĕн ачăрăн ашшĕнчен алимент илсе тăма шанчăк пур. Чи малтанах суда ача ашшĕ кам пулнине çирĕплетме, унпа пĕрлех çул çитмен ачашăн алимент шыраса илесси пирки тавăç тăратмалла.

Хушма кану кунĕсем пур

Манăн кану кунĕсенче тата праçниксен вăхăтĕнче ĕçленĕшĕн тивекен отгулсем пур. Çак хушма кану кунĕсемпе хăçан усă курма пултаратăп?

Ыйту çине Чăваш Республикин Адвокат палатинчен çапла хурав пачĕç:

– Хушма кану кунĕсемпе эсир, ертÿçĕ ирĕк парсан, хăвăра кирлĕ кирек хăш кун та усă курма пултаратăр. Енчен те канасси пирки эсир маларах ертÿçĕпе килĕшсе татăлман пулсан, сире ĕçрен кăларма пултараççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code