Среда, 5 октября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ыррине çул памалла

Ыррине çул памалла

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлăва хăй «Единая Россия» политика партийĕн черетлĕ съездне хутшăнни çинчен пуçларĕ.

Партин аслă форумĕнче кулленхи пурнăçпа çыхăннă тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе явнă. Чи кирли – кăмăл-сипет хутшăнăвĕсене çирĕплетсе пырасси. Халăхпа тăтăшах тĕл пулса уçă калаçу пуçармалла, вĕсен шухăшĕсене шута илсе ĕçлемелле. Ĕлĕкхи ырă ĕçсене, йăла-йĕркесене малашлăха çул памалла. Пĕрлĕхре пулсан çитĕнÿ те туптанать.

Калаçу хальхи вăхăтра хĕрÿлĕхре тăракан ыйту тавра – коммуналлă хытă каяша пуçтарса турттарасси пирки те хускалчĕ.

– Çÿп-çап контейнерĕсен площадкисене васкавлă тума тăрăшмалла. Бюджет укçин пĕр пусĕ те çухалмалла мар, – пусăм тусах каларĕ Николай Петрович.

Хальлĕхе вара çÿп-çапа хăнăхнă йĕркепе – «михĕ» меслечĕпех пуçтарăпăр. Анчах ăна автомашина килнĕ вăхăта кăна илсе тухасчĕ.

Çĕнĕ çул та çитет. Уява савăнăçлă кăмăл-туйăмпа кĕтсе илес, предприятисемпе учрежденисен, уйрăм çынсен çурчĕсен фасачĕсене илемлĕ сăн кĕртес тĕллевпе район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн конкурс ирттерме палăртнă. Çакăн пирки райадминистрацин культура тата информаципе тивĕçтерекен пайĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Елена Игнатьева чарăнса тăчĕ. Конкурс ĕçĕсене 2019 çулхи кăрлачăн 7-мĕшĕ хыççăн пĕтĕмлетĕç. Ятарлă комисси ун чухне илемлетÿри çĕнĕлĕхсене, художествăпа архитектура тĕлĕшĕнчен капăрлатнине, тĕрлĕ çутăсемпе, чăрăшсемпе, юр-пăр кĕлеткесемпе мĕнле усă курнине шута илĕ.

Район администрацийĕн йĕркелÿ ĕçĕсен пайĕн кадрсемпе ĕçлекен секторĕн заведующийĕ Елена Лебедева коррупци ыйтăвĕсене хускатнă май, кашни муниципаллă служащи, депутат çулсерен çулталăк вĕçленнĕ хыççăн тупăшсен справкине тăратмаллине палăртрĕ. Унта мăшăрĕн, çула çитмен ачин пурлăхне те кăтартмалла. Тăратнă кашни информаци тăрăх тĕрĕслевсем ирттереççĕ, тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тăваççĕ.

Елчĕк районĕнчи полици пайĕн начальникĕ Алексей Алексеев кăçалхи 11 уйăхра преступноçа хирĕç мĕнле кĕрешнин итогĕсемпе паллаштарчĕ. Палăртнă тапхăрта, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, районта айăплă ĕçсем тăвасси 26 процент чакнă. Вĕсене уçса парасси 96 процентпа танлашать. Закона хирĕç тăнисем ытларах ют пурлăха хапсăннипе /25 тĕслĕх/, вĕлерессипе хăратнипе /10/, улталанипе /6/ айăпланнă. Ял тăрăхĕсен территорийĕсемпе илес пулсан, чи нумай преступлени Елчĕк ял тăрăхĕнче тунă – 22. Аслă Пăла Тимеш /15/, Çирĕклĕ Шăхаль, Кĕçĕн Таяпа /7-шер/, Курнавăш /6/, Лаш Таяпа /5/ ял тăрăхĕсенче те профилактика ĕçне вăйлатни кирлĕ.

Юлашки вăхăтра тĕрлĕ кăткăс лару-тăрура «пулăшма» хатĕр япшар чĕлхеллĕ преступниксен йышĕ вăй илни сисчĕвлентерет. Çынсем вĕсене шанаççĕ те… укçа-тенкĕсĕр тăрса юлаççĕ. Районта çапла майпа мошенниксем 55 пин тенкĕ йăкăртнă пулсан, республикăра вара сиен 50 миллионран та иртнĕ. Ултавçăсен серепине ватăсем çеç мар, çамрăксем çакланни те шухăшлаттарать. Çавна май карас телефонпа е Интернет урлă ют çынсемпе çыхăннă чухне тимлĕхе çухатмалла мар.

Канашлура район пурнăçĕнчи кулленхи ытти ыйтусене те хускатнă.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code