Вторник, Январь 25, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ

Тимлĕх кирлĕ

Район администрацийĕн ларусен залĕнче райадминистраци çумĕнчи çула çитменнисемпе тата вĕсен прависене хÿтĕлессипе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна комисси председателĕн çумĕ – халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр ертÿçи Марина Васильева ертсе пычĕ.

Ларура 7 ыйту пăхса тухрĕç. Ашшĕ-амăшĕ ачисене тивĕçлĕ воспитани паманшăн, çул çитмен ачасем эрех-сăрапа иртĕннĕшĕн тата вĕренÿ занятийĕсене çÿременшĕн айăпланчĕç. Йĕркене пăснă ачасене тата йывăр çемьесене учета илчĕç, çул çитменнисене пăхса-асăрхаса тăма вĕсен çумне обществăлла воспитательсем çирĕплетрĕç.

Тĕрлĕ тытăмра тăрăшакан специалистсем çул çитмен ачасен прависене хÿтĕлес, ăнăçсăр çемьесемпе тата йывăр ачасемпе ĕçлес енĕпе мĕнле мероприятисем пурнăçласа пыни пирки каласа кăтартрĕç.

Комисси секретарĕ Любовь Александрова ларăва пĕтĕмлетнĕ май çул çитменнисене право йĕркине пăсасран асăрхаттарса право хурал ĕçченĕсен тата профилактика субъекчĕсен вăйсене пĕрлештерсе ĕçлемеллине, ку енĕпе тĕрлĕ мероприяти йĕркелемеллине палăртрĕ.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code