Суббота, 7 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Иртни куç умĕнчех

Иртни куç умĕнчех

– Аттепе анне, тетепе аппа, ытти хăш-пĕр çывăх тăвансем те тахçанах пурнăçран уйрăлса кайнă пулсан та вĕсене ялан аса илетĕп, çывăх çыннăмсем сывă чухнехи пекех куç умĕнче, – тет манăн упăшкан йăмăкĕ, Кармал ялĕнче пурăнакан Валя Краснова /сăн ÿкерчĕкре/. Унпа калаçнă хыççăн ыйхă килмен каçсенче хам та çав аса илÿпе çĕр каçрăм та çырас шухăш çуралчĕ.

Вальăн ашшĕ Иван Анисимович Анисимов 1912 çулта 12 ачаллă çемьере çуралнă. Шкулта 7 класс пĕтерсен ветеринар профессине алла илнĕ, ун хыççăн Кармалпа Элпуç ялĕсенчи тата Киров ячĕллĕ колхозра выльăхсене сыватас ĕçре тăрăшнă. Çул çитсен салтака, Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пуçлансан фронта тухса кайнă. Эпĕ унăн икĕ орден тата медальсем пуррине астăватăп. Вăрçăран таврăнсан та хăйĕн профессийĕпех ĕçлесе пурăнчĕ. Анчах ĕмĕрĕ пит кĕске пулчĕ, 1962 çулта – 50 çул тултарсанах чĕре чирĕпе аптăраса çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕ.

Амăшĕ те çак ял хĕрĕ, вăл учитель çемйинче çуралнă. Унăн хĕр чухнехи хушамачĕ – Сомина. Вĕсен 6 хĕр, кĕçĕнни ывăл пулнă. Вальăн амăшĕ Лиза ятлă. Вĕсен хĕрĕсем пурте учитель профессине алла илнĕ, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех ачасене пĕлÿ, воспитани парас ĕçре тăрăшнă. Ывăлĕ летчик-бомбардировщик пулнă, служба тивĕçне Грузире пурнăçланă.

Лизăна ашшĕпе амăшĕ 7 класс пĕтерсен малалла вĕренме яман, килте ĕçлекен те кирлĕ, тенĕ. Çавăнтан тытăнса ĕмĕрĕ тăршшĕпех тăван хуçалăхра вăй хунă, пĕр ĕçрен те юлман, ялан малтисен ретĕнче пулнă.

Иван Анисимовичпа Елизавета Порфирьевна Анисимовсем 3 ача çуратса ÿстернĕ. Асли – Евгений /манăн мăшăр/ десантник, Узбекистанра 3 çул службăра тăчĕ. Çамрăкла пĕрлешнĕрен эпĕ салтак арăмĕ пулса пĕр ачапа тăрса юлтăм. Салтакран таврăнсан мăшăрăм Елчĕкри Сельхозтехникăра, Сельхозхимире водительте тăрăшрĕ, юлашки 10 çулне тимĕрçĕре ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрĕ.

Анисимовсен иккĕмĕш ачи – Тамара Иванова Муратова. Чăваш патшалăх педагогика институтне пĕтерсен Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнче хими предметне вĕрентрĕ. Анчах унăн ĕмĕрĕ те кĕске пулчĕ, 50 çул та тултараймарĕ. Муратовсен 2 ачаччĕ, лайăх вĕренетчĕç. Хĕрĕ университетран вĕренсе тухайнăччĕ анчах – çухалчĕ, ăна шывра тупрĕç. Паллах, амăшĕн сывлăхне çак хуйхă та нумай хавшатрĕ. Ывăлĕ çемйипе Патреккел ялĕнче пурăнать, вĕсем 3 ача çитĕнтереççĕ.

Анисимовсен чи кĕçĕн ачи – Валя. Вăл ачаран туслă çÿресе ÿснĕ каччăпа, Николай Красновпа пĕрлешрĕ. Коля – моряк, Тинĕс-Çар флотĕнче службăра тăнă. Вĕсем тĕп килтен уйрăлса тухса çурт-йĕр çавăрчĕç, 3 ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларчĕç. Аслă ывăлĕ çемйипе Шупашкарта пурăнать, вĕсен 2 хĕр. Асли – Тамара – кукашшĕ çулĕпе кайнă, ял хуçалăх академийĕнче выльăх тухтăрĕ пулма вĕренет, кĕçĕнни шкула çÿрет. Иккĕмĕш ывăлĕ çемйипе ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурăнать. Вальăпа Коля 3 мăнукĕпе савăнаççĕ, йăпанаççĕ. Килĕшÿллĕ çемьере пурнăç та ăнса пырать. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал тытаççĕ, хулари ачисене те пулăшаççĕ. Наташа хĕрĕ – чи кĕçĕнни, вăл çемйипе Мускавра пурăнать, вĕсен хĕр ача çитĕнет.

Валя ача чухне шкулта «4» тата «5» паллăсемпе анчах вĕренетчĕ. 8 класс пĕтернĕ хыççăн темшĕн малалла пĕлÿ илес темерĕ.

– Аттепе анне пек колхозра ĕçлекен пулатăп, – терĕ те 16 çулта чухнех сурăх фермине ĕçе кайса вырнаçрĕ. Вăхăт иртни сисĕнмерĕ, тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн та колхозра ĕçлерĕ. Сурăх ферми ялтан таçта аякра, хиртех вырнаçнăччĕ. Унта вĕсем иккĕн ĕçленĕ, çĕрлехи вăхăтра сурăхсене пăхма хуралçăпа пĕрле дежурствăна юлмалла пулнă. Пĕррехинче, хĕлле пулнă çакă, хуралçăпа пĕрле сурăхсене пăхма тухсан кунта лашапа персе çитнĕ 3 арçын Вальăна çуна çине хурса вăрласа кайнă. Вăл хăйне ăçта илсе кайнине те пĕлмен. Юрать, çакна курса юлнă Кармал ачисем çийĕнчех тăванĕсене пĕлтернĕ. Ун чухне килте Валя амăшĕпе çеç пурăннă. Ашшĕ – вилнĕ, тетĕшĕ – салтакра, Тамара – вĕреннĕ, эпĕ – инкĕшĕ – 1965 çулта мана Елчĕк парти райкомне ĕçе илнĕрен, ачапа Тÿскел ялĕнче анне патĕнче пурăнтăм. Ирхине ман пата Кÿлпуç почтинчен шăнкăравларĕç. Вальăна Хăвăлçырмана вăрласа килни çинчен, унпа никама та калаçтарманни, килне те никама кĕртменни çинчен пĕлтерчĕç. Мĕн пулса иртни çинчен парти райкомĕн пĕрремĕш секретарьне Анатолий Васильева каласа кăтартрăм. Хăй çийĕнчех ВЛКСМ райкомĕн пĕрремĕш секретарьне Иван Пугачева чĕнсе илчĕ те: «16 çулхи комсомолкăна халех кайса илнĕ пултăр», – терĕ.

Эпир пынă вăхăтра Хăвăлçырма ялĕнче урам тулли халăх, пире те малалла ирттермерĕç. Çав вăхăтра ял совет председателĕ Р.Смирнова килсе çитсен тин пÿрте кĕрейрĕмĕр. Валя сĕтел хушшинче йĕрсе ларать, пÿрт тулли халăх туй тăвать. Пире курсан вăл тата ĕсĕклесе йĕме тытăнчĕ: «Илсе кайăр мана кунтан, тархасшăн», – тет. Тепĕр кунхине Мускавра тухса тăнă «Комсомольская правда» хаçатран журналист килсе çитрĕ, кайран пысăк статья пичетленсе тухрĕ. Пирĕн Валя çакăн пек мыскара та курнă çамрăклах.

Унтан вара пур ĕçре те хăйне тĕрĕслеме майсем пулчĕç унăн: фермăра нумай çул сыснасем пăхрĕ, бригада ĕçĕнчен те пĕр кун тăрса юлмасăр вăй хучĕ. Ĕçне кура – хисепĕ. Ăна ял Совет депутатне те суйланă, «Ĕçре палăрнăшăн», «Ĕç ветеранĕ» медальсемпе чысланă, Хисеп хучĕсем те нумай.

Вальăпа Коля ялти хисеплĕ, сăпай, хастар çынсем. Вĕсем ĕмĕрĕсене тĕрĕслĕхпе пурăнса ирттереççĕ, пур çынна та пулăшма тăрăшаççĕ. Çут çанталăк газĕ кĕртиччен Коля чылай çул хушши икĕ яла газ баллонĕпе тивĕçтерсе тăчĕ, электрик та вăл. Хальхи вăхăтра – ял старости, пур çĕрти йĕркелĕхшĕн тăрăшать, вăл ертсе пынипе ял масарĕнче те тирпей-илем хуçаланать. Иртнĕ çул унта çĕнĕ çурт хăпартса лартрĕç, ял халăхĕ çакăншăн питех те кăмăллă.

А.АНИСИМОВА.
Тÿскел ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code